Çеçпĕл Мишши
Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Сеспель, 1921-мĕш çулхи авăнчен Кузьмин) (1899 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕ, Чăваш Ен, Канаш районĕ, Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕ) — 1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ, Украина, Чернигов облаçĕ, Старогородка сали) — чăваш литературин классикĕ, сăвă ăсталас реформаторĕ, прозăçă, драматург, тăлмач, ӳкерçĕ, патшалăх тата пĕрлĕх ĕçлевçи[1].
Çеçпĕл Мишши | |
Çуралнă чухнехи ят: | Михаил Кузьмич Кузьмин |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1899 çулхи чӳкĕн 16-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн: | Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Канаш районĕ, Чăваш Ен) |
Вилнĕ вăхăт: | 1922 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕ |
Вилнĕ вырăн: | Старогородка сали, Чернигов облаçĕ, Украина ССР |
Пăхăнулăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи, сăвăçи, пĕрлĕх ĕçлевçи |
Жанр: | повеç, роман, калав, поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлет1899 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче çуралнă.
Шăхасанти икĕ класлă шкулта, Теччĕри вĕрентевçĕсене хатĕрлекен семинарире, Мускавра агитаторсемпе пропагандистсен курсĕнче вĕреннĕ. 1920 çулта Чăваш облаçне тунă хыççăн ăна РКСМ Чăваш обкомĕн ĕçлекенне, Чăваш автономи облаçĕн ревтрибунал пуçлăхне суйланă. Çапла вара вăл Чăваш Енĕн пĕрремĕш "тĕп прокурорĕ" пулса тăнă. Çутĕç пайĕн куçару комиссийĕнче ĕçленĕ.
Литература ĕçне 1916-1917 çулсенче Шăхасанта вĕреннĕ вăхăтра тытăннă, алăпа çырнă «Çăлтăр» журнал редакторĕ пулнă, сăвăсем çырнă.
1921 çулта сывлăхĕ самай хавшанă хыççăн Крымри санаторине кайнă. Сипленнĕ хыççăн Остер уесĕн çĕр уйрăмĕнче ĕçленĕ.
Чăваш поэзин хĕрӳллĕ ĕçченĕ 1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Украинăн Чернигов облаçĕнчи Старогородка хулинче çакăнса вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
тӳрлетРеволюциллĕ хĕрӳлĕхпе вырăсла, чăвашла çырнă малтанхи сăввисем 1919 çулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаçатсенче пичетленнĕ. Унăн сăввисен пĕрремĕш кĕнеки 1927 çулта «Хурçă шанчăк» ятпа çапăнса тухнă. 1928 çулта Шупашкарта ун «Сăвăсем» ятлă кĕнеки пичетленсе тухать. 1959 çулта — «Ĕçĕсен пухăвĕ». Чăваш чĕлхинчи пусăм нормисене ăсталаса, йĕркене кĕртсе силлабо-тоника меслечĕллĕ поэзие пуçласа янă.
Паллă сăввисем:
- «Çĕн Кун аки»;
- «Хурçă шанчăк»;
- «Пуласси».
Унăн сăввисене тĕнчери 56 чĕлхе çине куçарнă.
Асăнмалăх
тӳрлет- Çеçпĕл Мишши музейĕ (Шупашкар)
- Сăвăç музейĕ, Канаш районĕ, Çеçпĕл ялĕ.
- Сăвăç музейĕ, Шупашкар, Юстици Çурчĕ.
- Кăкăр кӳлепи (бюсчĕ), Шупашкар, Ленин проспекчĕ,
- Тăван ен тĕпчев музейĕн кĕтесĕ, Тутарстан, Теччĕ хули, Педтехникум.
- Çеçпĕл Мишши урамĕ, Шупашкар.
- Çеçпĕл Мишши конкурсĕ [2]
- Украинăри чăвашсем Çеçпĕл çуртне туянасшăн[3]
Сăвăç çинчен
тӳрлетКĕнекесем
тӳрлет- Збанацкий, Ю. М. Çеçпĕл : роман / Ю. М. Збанацкий. – Шупашкар : Чăвашиздат, 1963. – 488 с.
- Иванов, Н. Поэт хавалĕ : док. очерк / Н. Иванов. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд–ви, 1984. – 60 с.
- Кăвар чĕре : поэт çинчен аса илнисем / В. А. Долгов пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд–ви, 1979. – 180 с.
- Чичканов, П. Н. Кăвар чĕре : Çеçпĕл Мишши Украинăра : биогр. роман–хроника / П. Н. Чичканов. – Шупашкар : Чăвашиздат, 1965. – 284 с.
- Бекшанский, П. И. Рассказы о Сеспеле : новеллы, воспоминания, письма, размышления / П. И. Бекшанский.– Чебоксары, 1999. – 67 с. : порт.
- Кузьмин, Г. К. Брат мой огнекрылый : воспоминания / Г. К. Кузьмин // Чебоксары, 1999. – 56 с. : порт.
- Михаил Сеспель : библиогр. указ. / Чуваш. респ. б– ка им. М. Горького; сост. : Л. Д. Виссарова, Г. Н. Прокопьева. – Чебоксары : Изд–во Чуваш. ОК КПСС, 1989. – 88 с.
- Наш Сеспел : стихи, проза, статьи и письма М. К. Сеспеля. Воспоминания о поэте. Посвящения : сб. – Чебоксары, 1999. – 260 с.
- Рубис, Н. Н. Встречи с Сеспелем : восп., стихи, письма / Н. Н. Рубис. – Чебоксары, 1999. – 85 с.
- Сеспель Мишши : 1899–1989 / сост. А. Хузангай ; худож. Э. Юрьев.– Чебоксары, 1989. – 15 с. : ил.
- Сироткин, М. Я. М. К. Сеспель : очерк жизни и творчества / М. Я. Сироткин. – Чебоксары : Чувашгосиздат, 1969. – 43 с.
- Основоположник чувашской советской поэзии : учен. зап. / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. – Чебоксары, 1971. – Вып. 51. – 264 с.
- Поэтика Сеспеля : материалы регион. конф., посвящ. 90–летию со дня рождения М. Сеспеля (22–23 нояб. 1989г.) / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. – Чебоксары, 1991. – 168 с.
- Агивер, Х. Хăватлă, çĕн чĕреллĕ çĕн ĕмĕр чăвашĕ // Агивер, Х. Илем тĕкĕрĕ / Х. Агивер.– Шупашкар, 1991.– С.31–33.
- Асамат, С. Йывăр шухăшсем...: Çеçпĕл ятне каланă кĕлĕ–хӳхлев / С. Асмат // Ялав. – 1997. –№ 11. – С.103–108.
- Давыдов–Анатри, В. Вут чĕреллĕ поэт / В. Давыдов–Анатри // Хыпар. – 2000. – 4 нарăс.
- Дмитриев, И. Ирĕке тухнă Çеçпĕл / И. Дмитриев // Хыпар. – 1999. – 12 чӳк.
- Дмитриев, И. Çеçпĕл Мишши – вĕçсĕр шырав / И. Дмитриев, Н. Булаткин // Ялав. – 1994. – № 11. – С. 16–17.
- Eгоров, В. Ăсчахпа сăвăç пилĕсем / В. Eгоров // Хыпар. – 2003. – 28 çу.
- Eфимов, Г. Унра – пĕтĕм халăх чунĕ / Г. Eфимов // Ялав. – 1999. – № 11–12. – С. 77–78.
- Иванов, Л. Пĕрремĕш ĕç укçи / Л. Иванов // Çилçунат. – 1996. – № 11. – С. 27.
- Иванов, Н. Çĕçпĕлшĕн тăкăннă куççулĕ... / Н. Иванов // Ялав. – 1998. – № 6.– С. 100–107.
- Ишутов, Р. Кăвар сирпĕтет чĕлхипе / Р. Ишутов // Хыпар. – 2003. – 27 çĕртме.
- Кролькова, П. Çеçпĕл Мишши çырăвĕсем / П. Кролькова // Çамрăксен хаçачĕ. – 2002. – 26 июня – 4 июля (№ 26). – С. 4.
- Макарова, E. Çеçпĕл Мишши – чăваш халăхĕн чапĕпе мухтавĕ / E. Макарова // Çилçунат. – 1995. – № 11. – С. 14–15.
- Никифоров, А. Хусан тапхăрĕ / А. Никифоров // Ялав. – 1999. – № 11. –12. – С. 90–93.
- Петров, К. Ăста юрист, патшалăх ĕçченĕ : Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 98 çул çитнĕ тĕле / К. Петров // Хыпар. – 1997. – 12 чӳк.
- Петров, К. Никольскипе Тайăр хавхалантарнă / К. Петров // Хыпар. – 1997. –23 авăн.
- Петров, К. Çеçпĕл тымарĕн çичĕ сыпăкĕ / К. Петров // Хыпар. – 1997. – 17 çĕртме.
- Петров, К. Çулăмлă публицист / К. Петров // Ялав. – 1994. – № 11. – С. 28–29.
- Сементер, Ю. Аван–и, Çеçпĕл! / Ю. Сементер // Чăваш ен. – 10–17 авăн (№ 37). – С. 13.
- Сементер, Ю. Çеçпĕл – пирĕн чĕрере / Ю. Сементер // Халăх шкулĕ=Нар. шк. – 1995. – № 1. – С. 93–96.
- Сементер, Ю. Чӳк уйăхĕн варринчи çĕрлехи шухăшсем / Ю. Сементер // Чăваш ен. – 1995. – 18–25 чӳк (№46). – С. 13.
- Скворцова, Р. “Манăн вил тăпри çине курăк ан шăттăр” / Р. Скворцова // Хыпар. – 1995. – 23 чӳк.
- Смирнова, Н. Çеçпĕл çурчĕ “таврăнчĕ“ / Н. Смирнова // Хыпар. – 2003. – 26 нарăc.
- Сунтал, М. Çеçпĕл саманчĕ / М. Сунтал // Чăваш хĕрарăмĕ. – 1999. – 13 чӳк (№ 42). – С. 2.
- Çеçпĕл çинчен / Н. Рубис, Н. Григорьева, А. çхĕл тата ыт. те. ; В. Дмитриев хатĕрленĕ // Тантăш. – 1997. – 20 чӳк. – С. 2.
- Хусанкай, А. Çеçпĕл тата коммунизм идейи / А. Хусанкай // Ялав. – 1994. – № 11. – С. 1.
- Шурыгин, В. Çеçпĕл пултарулăхĕнчи икĕ паянлăх / В. Шурыгин // Хыпар. – 1996. – 21 çĕртме.
- Юмарт, Г. Çеçпĕл куçарма та шутланă / Геннадий Юмарт // Халăх шкулĕ=Нар. шк. – 2000. – № 1. – С. 20–21.
- Юмарт, Г. Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе пултарулăхне малалла тĕпчессин хăш–пĕр ыйтăвĕсем / Геннадий Юмарт // Хыпар. – 2000. – 27 утă.
- Юмарт, Г. Çĕнĕ хыпарсем мĕн калаççĕ / Геннадий Юмарт // Хыпар. – 1999. – 16 чӳк.
- Яковлев, Ю. “Катаран каç килсен” / Ю. Яковлев // Çамрăксен хаçачĕ. – 1997. – 29 чӳк. – С. 4.
- Метин, П. Сатирическая струя в творчестве Сеспеля / П. Метин // Халăх шкулĕ=Нар. шк. – 2000. – № 1. – С. 18–19.
- Мильоном стих мой повторен“ // Выдающиеся люди Чувашии.–Чебоксары, 2002. – Т. 1. – С. 146–154.
- Семенова, З. Сеспель глазами русских учеников / З. Семенова // Халăх шкулĕ=Нар. шк. – 1997. – № 5–6. – С. 97–99.
- Федоров, Н. В. Подвиг и трагедия поэта и гражданина / Н. В. Федоров // Халăх шкулĕ=Нар. шк. – 2000. – № 1. – С. 1–8.
- Юхма, М. Миллиона чувашей певец // Юхма, М. Песнь о Чувашии / М. Юхма. – Чебоксары, 1995. – С. 130–134.
- П. Афанасьев, «Писатели Чувашии», Шупашкар, 2006
Кинофильмсем
тӳрлетДокументлӑ фильмсем
тӳрлет- Тӗрӗслӗх ҫутаттӑр Ҫеҫпӗлӗн ятне — 2020 ҫулхи документлӑ фильм. Чӑвашла.
Вуламалли
тӳрлет- Сироткин М. Я. М.К.Сеспель. Ч., 1949
- Кăвар чĕре. Ш., 1979
- Поэтика Сеспеля. Ч., 1991
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Çеçпĕл Мишши сăввисем
- Çеçпĕл Мишшине асăнса унăн сăввисене вуларĕç
- МИХАИЛ СЕСПЕЛЬ КАК ЧУВАШСКИЙ КУЛЬТУРНЫЙ ГЕРОЙ ХХ ВЕКА 2016 ҫулхи Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Çеçпĕлĕн çуралнă кунне хатĕр
- Кузьмин Михаил Кузьмич (Сеспель Мишши)
- Çеçпĕле Украинăра та чысланă
- Украинăри блогер Çеçпĕл вил тăпри çине чечек хунă
- Çеçпĕл Мишшине асăнса митинга пуçтарăннă
- В украинском городе Остёр снесли памятники чувашскому поэту Михаилу Сеспелю