Çеçпĕл (ял)
(Касаккасси Шĕкĕр ҫинчен куҫарнӑ)
Çеçпĕл, — Чăваш Енĕн Канаш районĕнчи ял. Ялта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ музей комплексĕ пур.
Ял
Çеçпĕл
|
Истори
тӳрлет1964 çулхи пуш уйăхĕн 6 Касаккассипе Уйпуç Шĕкĕр ялĕсене перлештерсе Шĕкĕр ятлă ял туса хунă. 1969 çулхи çĕртме уйхĕн 20-мĕшĕ хыççăн яла Çеçпĕл ят панă.
Касаккасси ялĕ 1927 çулчен Касаккасси Шĕкĕр ятлă пулнă.
1927 çулчен Касаккассипе Уйпуç Шĕкĕр ялĕсем Çĕрпӳ уесĕн Шăхасан вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Канаш районне кĕнĕ. Касаккасси ялĕ 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1-пе 1956 çулхи чӳк уйăхĕн 26-ччен Шăхасан районне кĕнĕ, кайран яла Канаш районне тавăрнă. Уйпуç Шĕкĕр вара 1927 çултанпа Канаш районĕнчепулнă.
Ялсене пĕрлештернĕ хыççăн вĕсем Канаш районне кĕнĕ, Çеçпĕл ялĕ халĕ те вăл района кĕрет.
Паллă ентешсем
тӳрлет- Çеçпĕл Мишши, чăваш сăвăçи, революционер.
- Бахмисова Людмила Николаевна, чăваш сăвăçи.
Çав. пекех
тӳрлетВуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетКу Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |