Республика (res publica, «пĕрлĕхлĕ ĕç») — аслă ирĕке (влаçе) пĕр тапхăра (анчах пур чухне те мар) халăх суйланă витĕмĕн пайĕсем (органĕсем) ертсе пыракан патшалăх тытăмĕн ĕлки.

Хальхи тапхăрта 190 тĕнчери патшалăхран 140 ытла республика йĕркипе пурăнаççĕ.

Республика ĕлкин паллисем

тӳрлет

Республика çак кăтартусемпе уйрăлса тăрать:

  • Пĕртен пĕр е пĕрлĕхлĕ (коллегиаллă) патшалăх пуçлăхĕ — президент, парламент. Парламент саккун тăвакан тытăм (влаç). Президентăн хушнă ĕçĕ — ĕç тăвакан тытăма ерте пырасси, анчах та çак палăрту республика ĕлкин пур тĕсĕсемшĕн шантаруллă пулмасть.
  • Патшалăх пуçлăхне тата патшалахăн ытти асла витĕмĕсене пĕр тапхăра суйламалли. Çапла, президентпа парламента халах пĕр тапхăр тăсăлăвне суйлать.
  • Патшалăх пуçлахĕн юридици яваплăхĕ. Тĕслĕхрен, Раççей Федерацин Конституципе, патшалăха хирĕç киревсĕр ĕç тунăшăн парламент президента ĕç вырăнĕнчен хăтарма пултарать.
  • Хăш пулăмсенче, конституцие пăхăнса, президент халăх ячĕпе калаçма пултарать.

Республика классификацийĕ паташлăх влаçне епле туса пынинчен тата патшалăх-право субъекчĕсенче хăшне ытларах полномочипе тивĕçтернинчен килет. Е, урăхла каласан, республикăсене виçĕ параметрпа палăртаççĕ:

  • парламента епле суйлаççĕ,
  • епле правительство йĕркелеççĕ,
  • президентăн епле калăпăш полномочисем.

Республика тĕсĕсем

тӳрлет

Кун-çулĕ

тӳрлет

Тĕнчери хальхи патшалăхсем республика тытăмлăхĕпе йĕркеленнĕ. Республика тытăмне демократипе синонимлă шутлаççĕ пулин те, çакă тĕрĕс мар.

Пĕрремĕш республикăсем Авалхи Греципе Авалхи Римра пулнă. Вăтам ĕмĕрсенче хальхи Раççей Федерацийĕн территоринче чылай хушă Новгород çĕрĕпе Псков феодал республики (кĕске вăхăтра республика йĕрки Тĕверте, Мускавра та) пулнă. Европăра Венеци республики . 301 çулта туса хунă Сан-Марино республики паянкунччен те тытăнса тăрать.

Халĕ чылай республикăсенче патшалăх пуçлăхне (Президента) çĕршывăн пур гражданĕсем е пĕтĕм халăх суйланă парламент сасăласа ĕç вырăнне лартать. Патшалăх пуçлăхĕн влаçне Конституципе чакарма пултараççĕ — вăйлă полномочисемлĕ (АПШ, Раççей, Франци) тата церемониал-элчĕ функциллĕ (Австри, Германи, Итали).

Вăтам ĕмĕрсенчи республикăсенчен уйрăмрах, хальхи нумай демократи патшалăхĕсенче президент полномочисене те, ĕç тапхăр шутне те чарса хуни пур. Патшалăх пуçлăхĕн влаçне те, тĕрлĕ виçеллĕ, чарни пур. Республикăра пур гражданăн суйланма права пур. Танлаштарма, Венеци республикинчи дожа пурнăç тăршшĕнех пур граждан мар суйланă, çавăн пекех унăн чаракламан полномочи пулнă. Анчах, халĕ хăшпĕр çĕршывсенче суйлавсене пур çынна та хутшăнтармаççĕ. Кувейтпе Сауд Аравинче çар çыннисемпе хĕрарăмсем сасăлама пултараймаççĕ. КАР 1990-мĕш çулсенче негрсемпе мулатсен суйлав прави пулман. Эстонипе Латвире суйлав прави пĕрмай пурăнакан çынсен 2/3 пайĕн çук.

Республикăсенче дворянлăх институтне пăрахăçланă. Пур гражданăн та тан права, çапах, пĕрмай пурăнаканнисен хăшĕсен, çак территоринче çуралнă пулсан, та гражданлăх çук.

Хăшпĕр монархи-патшалăхсенче ăна пăрахăçланă (Швеци, Норвеги). Аслă Британире вара Лордсен палатинчи вырăна хăшне кăнарпа куçарса пыраççĕ, хăшне Англикан Циркĕвне параççĕ. Тепĕр республикăсенче (Итали, Франци) пурнăç тăршшипе сенаторсем пур, анчах вĕсен вырăнĕсене кăнарпа памаççĕ.

Çапах та, республика демократин синонимĕ пулмасть. Чылай çĕршывра, официаллă республика тытăмĕллĕ пулсан та, Президент суйлавĕсене чарса лартаççĕ е альтернативăсăр ирттереççĕ. Çав хушăрах нумай монархи-патшалăхсенче демократи институчĕсем тарăн тымар янă.

Республика — халĕ чи анлă саралнă политика тытăмлăхĕ. Хăш çĕршывсенчи монархи — йăлапа çеç.

Литература

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет