Кузьмина Вера Кузьминична

Кузьмина хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Вера Кузьминична Кузьмина (16.11.1923, Енĕш Нăрваш ялĕ, Чăваш АО (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ)[1] — 22.10.2021, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — совет чăваш театр актриси. ССРП халăх артисчĕ (1980).

Вера Кузьминична Кузьмина
Ӳкерчĕк
Çуралнă вăхăт: 1923, чӳк, 16
Çуралнă вырăн: Енĕш Нăрваш, Çĕрпӳ уесĕ, Чăваш АО, РСФСР, СССР[1]
Вилнĕ вăхăт: 2021, юпа, 22
Професси: XX ĕмĕрти СССР, Раççей театр актриси
Гражданлăх: ССРП РФ
Хастар çулсем: 1947 - 2021
Театр: Чăваш ПАДТ

ЧНК Ваттисен Канашĕн пайташĕ.

Пурнăçĕ

тӳрлет

1947 çулта ГИТИСăн чăваш студинче вĕренсе тухнă. М. М. шкулĕнче Вара Кузьмина тĕрлĕ енлĕ актриса пулма вĕреннĕ.

1958 çулта Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ, 1967 çулта РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ, 1975 çулта РСФСР халăх артисчĕ, 1980 çулта СССР халăх артисчĕ ячĕсене тивĕçлĕ пулнă. 1973 çулта унăн ятне Чăваш АССР Ӗç Мухтавĕпе Паттăрлăх Хисеп кĕнекине çырса хунă. Халăх туслăхĕн орденне, 4 степеньлĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденĕсене тивĕçлĕ пулнă. 1991 çулта К. В. Иванов ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш Енĕн патшалăх парне лауреачĕ пулнă.

1999 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Указĕпе Тăван çĕршывăн театр искусствине аталантарас енĕпе пысăк вăй хунăшăн IV степеньлĕ "Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденпа наградăланă. Маларах В.К.Кузьмина "Халăхсен туслăхĕ" ордена тивĕçнĕ.

Рольсем

тӳрлет

Чи паллă рольсем çинчен калас пулсан çаксене асăнмалла:

  • Уля Громова ("Молодая гвардия", 1947);
  • Анисья ("Власть тьмы", 1966);
  • Полинка (А.Макаенкăн "Трибунал", 1972);
  • Амăшĕ (Ф.-Г.Лоркин "Кровавая свадьба", 1974);
  • Кетерук (Н.Айзманăн "Кай, кай Ивана", 1965, 1974);
  • Сентиер амăшĕ (П.Осиповăн "Айдар", 1965, 1988);
  • Михетер арăмĕ (К.Ивановăн "Нарспи" тăрăх лартнă, 1979);
  • Ильинична (М.Шолоховăн "Тихий Дон" тăрăх лартнă, 1981);
  • Амăшĕ (Б.Чиндыковăн "Ежевика вдоль плетня", 1990);
  • Хора ертсе пыракан (Н.Сидоровăн "Плач девушки на заре", 1995);
  • Эухени асанне (А.Касонăн "Деревья умирают стоя", 1996);
  • тата ыттисем.

Çавăн пекех Н. Терентьев çырнă пьесисенче вылянă рольсем:

  • Надя ("Что такое счастье?", 1958);
  • Хведура ("Нет жизни без тебя". Чуваш. ТЮЗ, 1970);
  • Пăлаки ("Грех", 1980);
  • Клавье ("Пожарная лошадь", 1986);
  • тата ыттисем.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 1 тата 2 Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок МР не указан текст

Каçăсем

тӳрлет