Чăваш Автономи Облаçĕ

(Чăваш АО çинчен куçарнă)

Чăваш автономи облаçĕ (Чӑваш Ӗҫ Коммуни) — РСФСР шутĕнчи автономи облаçĕ, 1920 çулхи çĕртме, 24 йĕркеленĕ, çавăн чухне автономи облаçне туса хурас ПТӖКпе РСФСР ХКК декрет йышăннă, тĕп хули вырăнне Шупашкара çирĕплетнĕ. 1925 çулхи ака, 21 облаçе Чăваш АССР-не куçарнă. Облаç шутне малтанхи Хусанпа Чĕмпĕр кĕпернисен çĕрĕсене кĕртнĕ.

Кун-çулĕ Тӳрлет

 
Чăваш Автономи Облаçĕ 1922

1924 çулта Чăваш автономи облаçĕн ертӳçлĕхĕ облаç территорине анлăлатса автономи республики (тĕп хули — Чĕмпĕр) статусне тивĕçтерес официаллă сĕнӳпе ПĔТКпе РСФСР ХКК органĕсене тухнă.

Малтан Чăваш АО 3 уеса пайланнă: Шупашкар, Çĕрпӳ тата Етĕрне. Кĕçех Çĕрпӳ уесĕ шутĕнче Йĕпреç районне туса хунă. 1921 çулта Йĕпреç районне Çĕрпӳ уесĕн шутĕнчен кăларса Патăрьел (хăшпĕр çăлкуçсенче — Йĕпреç) уесĕ тăваççĕ.

Чăваш АО 1925 çулхи акан 21-мĕшĕнче АССР куçарнă. Çакăн чухне Чĕмпĕр кĕпернинчен унăн йышне территории панă, унта Çĕнĕ Улатăр (1926 çултанпа — Улатăр) уесне йĕркеленĕ.

Хронологи Тӳрлет

Асăрхавсем Тӳрлет

Вуламалли Тӳрлет

Каçăсем Тӳрлет