Открыть главное меню

Капкăн (журнал)

Капкăн, — «Атăл-Волга» издательство çурчĕ кăларакан периодикăлла тухса тăракан журнал[1].

Капкăн
Kapkan-240.jpg
«Капкăн» журналăн хуплашки
Ăстаçăлăх: кулăшпа сатира журналĕ
Кăларăм тапхăрлăхĕ: уйăхра икĕ хут
Чĕлхе: чăваш
Тĕп редакторĕ: Петĕр Çăлкуç
Кăларакан (патшалăх): журнал редакцийĕ, Чăваш Республикин культура, наци, информатика политикин тата архив ĕçĕн министерстви (Чăваш Республики, РФ)
Каларăм кун-çулĕ: 1925 çултанпа халиччен
Тираж: 2000 яхăн экземпляр

Журнал тиражĕТӳрлет

1925 çулта журнал тиражĕ 6750 экземпляр пулнă, 1956 çулта – 13 000, 1965 çулта – 43 000, 1975 çулта 98 500 экземпляра çитнĕ. В.Яковлев-Тоймак журнала редакцилесе кăларса тăнă вăхăтра унăн тиражĕ 100 000 пин патнелле капашнă. 2008 çулхи кăрлачăн кăларăмĕн 1800 штук тиражĕпе тухнă.

Индексĕ 24608. Уйăхсерен тухать. Хакĕ ирĕклĕ. Раççей шайĕнче çырăнма май пур.

Кун-çулĕТӳрлет

Пуçламăш утăмсемТӳрлет

1925 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче чăвашсен сатирăпа юмор журналĕн — «Капкăнăн» 1-мĕш номерĕ кун çути курнă. «Капкăн» – «Канаш» хаçат çумĕнче тухса тăма тытăннă. Ăна çав вăхăтра Мускава вĕренме тухса кайиччен Н. Золотов алă пусса кăларнă. Ун хыççăн журнала А. Золотов, Г. Алентей, И. Павлов-Пинер, Р. Малютин тата ыттисем йĕркелесе пынă.

1925-1940 çулсенче, редакторсем тăтăшах улшăннă пулсан та, журналăн яваплă секретарĕ Иван Мучи (Иван Иванович Илларионов) «Капкăн» тилхепине хăй аллинчен пĕр самантлăха та вĕçертмен.

Вăрçă хыççăнхи тапхăрĕТӳрлет

Вăрçă хыççăн «Капкăн» журнала çĕнĕрен кăларма 1956 çулта тин мехел çитереççĕ. Кулăш ăстисем тинех ирĕклĕн сывласа яраççĕ. Л. Агаков, С. Шавли, А. Кăлкан, Т. Иванов-Таçук, В. Енĕш, А. Галкин, П. Ялкир, С. Абаш, Н. Никитин, Н. Волков тата ыттисем те çĕнелнĕ «Капкăнăн» çывăх тусĕсем пулса тăраççĕ.

1966 çулта журнал хăйĕн «Капкăн» библиотекине кăларса тăма тытăннă. Унта паллă «Капкăнçăсен» паха хайлавĕсене пичетлеме пуçланă. Л. Агаков, С. Шавли, А. Кăлкан, В. Енĕш, Т. Иванов-Таçук, А. Галкин, Н. Волков, С. Абаш, Г. Луч, Л. Маяксем, Г. Мальцев тата ыттисен кĕнекисем те кулăша юратакансен библиотекисене самай пуянлатнă.

В.Яковлев-Тоймак журналист «Капкăн» журнала 1961-1972 çулсенче редакцилесе кăларса тăнă.

Унăн хыççăн «Капкăн» журнал редакторĕнче Григорий Лучпа Николай Максимов, Николай Иванов, Ю. Михайлов, Эдисон Патмар, Н. Краснов ĕçленĕ. Халĕ редактор ĕçĕсене Петĕр Çăлкуç туса пырать (2008).

2010 çулта журнал 85 çул тултарнă[2].

Журнала пĕрмай çыракансемТӳрлет

Нимери пекех тар тăкнă журнал авторĕсем: Н. Евдокимов, М. Калай, В. Туртуш, А. Этмен... Вĕсем ял-хулара тĕл пулакан çитменлĕхсене вĕри çатма çинче ташласа сикекен пăрçа пекех сăнласа панă. Тăван çĕршыва ӳсĕм çулĕпе утма, халăх пурнăçне лайăхлатма пулăшассишĕн кĕрешнĕ.

ВуламаллиТӳрлет

  • Николай Петровский-Теветкел


АсăрхавсемТӳрлет

КаçăсемТӳрлет