Кенеш Мучи (паспортпа: Мальцев Геннадий Степанович, 1929 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕ, Чăрăшкасси ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР1991, раштав, 9, Шупашкар), — чăваш прозăçи, сăвăçи[1].

Кенеш Мучи
Çуралнă чухнехи ят: Мальцев Геннадий Степанович
Çуралнă вăхăт: Нарăс, 10, 1929
Çуралнă вырăн: Чăрăшкасси ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: Раштав, 9, 1991
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш РеспубликиШупашкар, Чăваш Республики, РСФСР
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç тата сăвăç
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

1979 çултанпа СССР ÇП пайташĕ.

Пурнăçĕ

тӳрлет

1929 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче çуралнă.

Шупашкарти вăтам ял хуçăлăх шкулĕнче, партин Ленинградри аслă шкулĕнче пĕлӳ пухнă. Чăвашрадиовĕн корреспонденчĕ, Йĕпреç районĕн хаçат редакторĕ, «Капкăн» журналăн пай ертӳçи, Çыравçăсен Пĕрлешĕвĕн пропаганда бюровĕн ертӳçи пулнă.

1991 çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Очерксем, калавсем, фельетонсем çырнă.

Кĕнекисем:

  • «Çĕнĕ председатель» (1957);
  • «Кашли киле кĕр» (1963);
  • «Юратăва упра» (1970);
  • «Çуралнă кун» (1974);
  • «Уй куçлă, варман хăлхаллă» (1976);
  • «Пирĕн асанне» (1978);
  • «Парне кунĕ» (1979);
  • «Кама — кулă, кама — хулă» (сатирăллă калавсем, 1980);
  • «Олегпа Валерик тусĕсем» (1982)
  • «Ваттисем ахаль каламан...» (Калавсемпе шӳтсем, 1989);
  • «Вĕренĕн те вĕçĕ пур» (Кулăшла калавсем, (1989);
  • «Пурнăçа шеллемесĕр» (Очерксем, 1990)

Унăн сăввисемпе лирикăллă юрăсем хывнă.

Вуламалли

тӳрлет
  • П. Афанасьев, «Писатели Чувашии», Шупашкар, 2006
  • Белов, Л. Юлташăм çинчен, Тăванъен (Шупашкар р–нĕ). – 1997, çурла, 19.
  • Иванова, И., "Мальцева асăнса", Хыпар, 1999, нарăс, 12.
  • Лукин, А. Мĕн–ма сӳнме васкатăр, çăлтăрсем? сăвă, Ялан санпа, ялан пĕрле. – Шупашкар, 1995. – С. 111–112.
  • Степанов В., "Пултарулăх çулĕпе" Пурнăç çулĕпе (Элĕк р–нĕ). – 1999. – 16 нарăc.
  • Булавина, Л. Вечер памяти в Литературном музее, Чебоксар. новости. – 1999, нарăс, 12.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ http://nasledie.nbchr.ru/personalii/pisateli/maltsev/ Культурное наследие Чувашии. Писатели: Мальцев Геннадий Степанович (Кенаш Мучи)

Каçăсем

тӳрлет