Улатăр уесĕ
Улатăр уесĕ, — Чĕмпĕр кĕпернийĕн пайĕ, çурçĕр-хĕвеланăç енче вырнаçнă пулнă.
Улатăр уесĕ
|
Тавралăхĕ
тӳрлетУес лаптăкĕ — 4832,1 тăваткал çухрăм, е 503 312 теççетин. Уес тавралăхĕ тӳрĕ, кăнтăр енче кăна сăртсем курма пулать. Сăр юханшывĕ уеса икĕ пая пайлать. Юханшыв уес тăрăх 250 çухрăм юхать. Юханшывăн сылтăм енчи çыранĕ хăйăрлă та тăмлă, вăрмансем нумай. Вăрманĕсенсенче ытларах енĕпе лăсăллă йывăçсем ӳсеççĕ. Юханшывăн сылтăм енче ялсем те сайра хутра çеç тĕл пулаççĕ. Сăрăн сулахай енче ялсем ытларах тĕл пулаççĕ, çĕрĕ те кунта лайăхрах, хура тăпраллă. Уес тăрăхĕнче Сăр тăрăх караппа çӳреме пулать. Уес тăрăхĕнче Сăр шывне нумай пĕчĕк юханшыв юхса кĕрет — Барыш, Кире, Мăн тата Кĕçĕн Сарка, Улатăр. Ку пур юханшыв тăрăх та карапсем ишеймеççĕ.
Пайланăвĕ
тӳрлетУес XX вулăсран тăрать:
Халăх йышĕ
тӳрлет1897 çулта уесра пурĕ 162 335 çын пурăннă, вĕсенчен 76 952 арçын, 85383 хĕрарăм пулнă. Пĕр тăваткал верстара 33,6 çын пурăннă. Чĕмпĕр кĕпернийĕнче ку уес сахал çынлисем шутне кĕрет. Халăхĕ ытларах енчен вырăссенчен тăрать, кăнтăр-анăç енче çеç мордва халăхĕсен ялĕсем тĕл пулаççĕ. Чи пысăк ял-хуласем — Улатăр (11 086 çын), Улатăр посачĕ (2 000 çын).
Хуçалăх
тӳрлет182 363 теççетин çĕре сухаланă, 81 480 çĕр çинче утă çăлса илеççĕ, 123 553 теççетин çинче вăрмансем ӳсеççĕ. Ытти усăллă çĕрсем — 41 253 теççетин, усăллă маррисем — 22 467 теç. Сухаланă çĕрсен 71% — хресченсен çĕрĕ. Вăрмансен 74% уесăн шутланать.
Халăх ытларах енĕпе тыр-пул акнă. Çĕр ĕçтешсем ытларах ыраш (51%) акаççĕ, çавăн пекех тулă, сĕлĕ ӳстереççĕ. Тырă ăнса пулнă çулсенче ытлараххине Сăр тăрăх илсе кайса сутаççĕ.
1900 çулта уесра пурĕ 26 442 лаша, 37 942 шултра мăйракаллă выльăх, 74 014 сурăх, 10 464 сысна пулнă. Выльăхсен 91% хресченсен.
Фабриксемпе заводсен шучĕ 18. Ытларах пайĕпе — армансем. Пĕр йывăç касакан завод тата пĕр картон фабрики пур. Ытларах пайĕпе кунта çынсем урапасем, кустăрмасем хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех çынсем пир тĕртеççĕ, çăматă йăвалаççĕ.
Суту-илӳ тăвакан чи пысăк вырăнсем — Промзино-Хулаш, Пăрачкав.
Земство 1901 çулта 168 865 тенкĕ тупăш илнĕ, 163 678 тенкĕ тăкакланă. Тăкаксенчен 18 117 тенкĕ вĕрентме уйăрнă, 57 888 тенкĕ — пульницасене.
Çул-йĕр
тӳрлетВĕренӳ
тӳрлетПуçламăш шкулсен шучĕ — 72, вĕсенчен земствăна пăханакансен шучĕ — 36. 2 пульница, 6 фельдшер пункчĕ.
Асăрхавсем
тӳрлетЛитература
тӳрлет- Писцовая книга татарским поместным землям Алатырского уезда 1624–1626 годов / Сост. В. Д. Кочетков, М. М. Акчурин. — М.; Н. Новгород, 2012. — 204 с.
Шаблон:Чĕмпĕр кĕпернин уесĕсем
Ку Раççей империн администрациллĕ-территориллĕ пайĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |