Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хĕресчен вăрçи (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Чаппан вăрçиХусан кĕпĕрнине кĕнĕ Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕн территорийĕ) Чăваш Сурăм таврашĕнчи çĕр ĕçтешĕсен вăрçи.

Чаппан вăрçи
Вăхăт 24—кăрлач, 27, 1921
Вырăн Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни
Тăшмансем
Симĕс пăлхавçăсем РСФСР ялавĕ РСФСР
Çарпуçсем
паллă мар паллă мар
Енсен вăйĕсем
6000-7000 çын
Çухатнисем
паллă мар паллă мар

Кун-çулĕ

тӳрлет

1920-мĕш çулсен пуçламăшĕнче граждан вăрçипе интервенци вăхăтĕнче юхăнса юлнă хуçалăхсем ура çине тăма пуçланнă. Ку вăхăтра, 1913 çулпа танлаштарсан, Чăваш Енре туса кăларакан промыçла япалисем 20 хут, çăкăр туса илесси 2 хут пĕчĕкленнĕ. Лашасен йышĕ — 16, шултра мăйракаллă выльăх 17 хут, сурăх-сысна йышĕ 70 процент ытла чакнă. Имперализм, каярах граждан вăрçи хулари тата ялти миллионшар ĕслекенсене вилĕм умне тăратнă.

1920 çулхи кĕр типĕ килнĕ май акнă кĕрхи тырă 30 процент çеç шăтса юлнă. Çапла вара çитес çулхи çăкăршăн хăрушлăх тухса тăнă. Çак шутпа çуракине хатĕрленсе пĕрлĕхлĕ ампарсене (халăхра вĕсене "мăкача ампарĕсем" тенĕ) халăхран вăрлах пуçтарасси пулнă. Çак ĕçсене тума ака комитечĕсем йĕркеленĕ. Сурăм вулăсĕнче (унта 72 ял кĕнĕ) çак ĕçсене тытса пыма Члхуларан килнĕ Александр Иванович Кочетков рабочи-коммунист хушнă. Ăна ĕçре вырăнти хастаррисем (активистсем) пулăшнă.

Анчах та Советсене хирĕçлисем çывăрман, вăрлăх пухас ĕçе хирĕç тăрса тĕрлĕрен суя-элек сарнă. «Пухнă вăрлăха Советсем ют çĕршывсене, Германие ăсатаççĕ, сирĕн уйсем вара çуракинче акăнмасăрах юлĕç »,— тесе хăратнă вĕсем çĕр ĕçченĕсене. Чылай çĕрте пăлхавсем пуçланнă. Чăваш облаçĕнче 58 вулăсран 14 вулăса ярса илнĕ вăл. Кунта вырăнсенчи ака ĕç комитечĕсен йанăшĕсене те палăртмалла. Вĕсем ăнлантару ĕçне кирлĕ пек туса çӳремен, хушупа административлă меслетсемпе хистенĕ. Çакăнпа вара кулакла элементсем усă курнă: астарса та хăратса çĕр ĕçченсене хăйсем майлă çавăрнă. Çапла вара 1921 çулхи кăрлач варринче Чăваш Енче пăлхав тапранса каять. Халăхра ăна «Чаппан вăрçи» ятпа палăртнă. Çак халăх вăрçи — Тамбов кĕпернинче «антоновсен» пăлхавĕн пĕр сыпăкĕ шутланнă.

Чăваш Сурăм вулăсĕнчи пăлхава ертсе пыраканĕсем — Çатра Хуракасси, Шупуç тата ытти ялсенчи кулакла элементсем вулăсри чылай ялсенчи çынсене хăратса, улталаса кăрлачăн 24-мĕшĕнче вулăс тĕпне — Чăваш Сурăм вулĕçтăвкомне аркатма, коммунистсене, совет ĕçченĕсене вĕлерме ертсе пынă. Пăшалпа, сенкĕпе, çавапа, пуртăпа, чукмарпа хĕçпăшалланнă çĕр ĕçченĕсен шучĕ 6-7 пине çитнĕ. Вĕсем вулĕçтăвком çуртне аркатнă, шалти йывăç хатĕр япалисене ватса пĕтернĕ, архив ĕçĕсене, ĕç хучĕсене тула илсе тухса çунтарнă. Сейфне те тула сĕтĕрсе тухнă, анчах уçма пултарайман.

Юлашкинчен çуртне те чĕртсе янă, ун хыççăн ĕçе тухса кайнă коммунистсене тытас шутпа ялсем тăрăх шырама пикеннĕ. Вулĕçтăвком çуртне вырăнти çынсем çунма паман — юр сапса сӳнтернĕ.

Пăлхавçăсен пĕр ушкăнĕ Анатри Хурасан а çитнĕ. Ялти кулак хӳрешкисем хĕтĕртнипе вĕсем Кочетков коммуниста хваттертен урама илсе тухнă та чукмарсемпе çапса вĕлернĕ. Пускилсем пытарса усранипе пула кăна унăн арăмĕпе икĕ ачи чĕрĕ юлаççĕ. Каçхине вĕсене Нурăса ăсатнă. Тепĕр пăлхавçисем Какаçа Илья Юдин коммуниста асаплăн хĕнесе вĕлернĕ.

Тивĕшре тырă ампарĕсене хуралланă Семен Орловпа Ыхракассинчи Семен Иванов коммуниста та тискеррĕн çапса пăрахнă. Вырăнти милици тĕкĕрчи пĕчĕк пулнипе тата хĕç-пăшал енчен хĕсĕк пулнипе пăлхава çийĕнчех лăплантарса лартма май килмен. Сăмах май, ку вăхăтра кашни милиционер пуçне 18-20 пин çынран таракан 50-65 ял халăхĕ тивнĕ.

«24 января 1921 года, из-за подстрекательства и агитации враждебных лиц против ссыпки семян в общественные амбары, среди темных масс населения волости началось восстание. Повстанцы разбили Чувашско-Сорминский волисполком и разграбили имущество. Убито 5 человек партийных работников. 26 ноября повсанцы Чувашско-Сорминской волости сделали наступление в с. Большая Шатьма с целью разбить канцелярию начальника милиции 3 района Ядринского уезда и сжечь его дела, где отряд во главе с начальником тов. Волковым за недостатком боевых припасов пришлось отступить и отправиться в с. Норусово того же числа. Количество повстанцев — 6 — 7 тыс. человек. 27 января прибыл карательный отряд и банда разбежалась. В настоящее время в восставшую волость прибыл отряд красногвардейцев, где производят розыски главарей восстания и таковых расстреливают на месте.» [1].

Çавăн пекех Ассакасси вулăсне кĕнĕ Çĕнкас Юнтапа, Кивкас ялĕсенчи çĕр ĕçченсене Кушарти кулак-куштансем хĕтĕртсе Ассакасси вулăс кантурине аркатма чĕнсе çӳренĕ. Асăннă ялсенчи çынсем кушарсем хыççăн кайман, нумайăшĕ тарса пытанма ĕлкĕрнĕ.

Чăваш Сурăм вулăсĕнчи пăлхава йĕркеленĕ пуçлăхсене кĕçех ареслеме тытăннă. 9 çынна (А. тата П. Федоровсене, Р. Филиппова, Ф. Кононова, С. Карасева, К. Гордеева, Ф. Фомина) персе пăрахнă.

Тепĕртакран пăлхава хутшăннă çынсем кулак элеменчĕсем хыççăн кайса тунă хăйсен пысăк йăнăшне ăнланса илнĕ. Халăх ампарне тырă хывас ĕç малалла пынă. Вулăсра Совет тытăмлăхĕ вăй илсе, çирĕпленсе пынă.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Чăваш патшалăх архивĕ, 599 фонд, 6 опиç, 25 ĕç, 194 листа

Вуламалли

тӳрлет
  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "История Чувашской АССР". Том второй. Чебоксары: НИИ ЯЛИЭ при СМ ЧАССР, Чув. книж. изд-во, 1967. - 280 с., илл.
  • "История Чувашии новейшего времени". Книга первая. Чебоксары: ЧГИГН, 2001. - 263, илл.
  • Краткая Чувашская Энциклопедия. Чебоксары: ЧГИГН; Чув. книж. изд-во, 2001. - 526 с., илл.
  • Чувашская Энциклопедия. Чебоксары.
  • "Крестьянское восстание 1921 года в Чувашии. Сборник документов. Составитель Е.В.Касимов. Чебоксары: ЧГИГН, 2009. - 416 с., илл., картосхема.

Çав. пекех

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет