Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хĕресчен вăрçи (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Этмен вăрçиЕтĕрне уесĕнче XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче пулса иртнĕ çĕрĕçченсен вăрçи.

Этмен вăрçи
Вăхăт 1913
Вырăн Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ
Сăлтав Столыпин аграри реформи
Тăшмансем
РФ Хĕрлĕ ялавÇĕр ĕçтешĕсем
Çарпуçсем
паллă мар паллă мар
Енсен вăйĕсем
РФ х/ç
Çухатнисем
паллă мар паллă мар

Истори

тӳрлет

Столыпин пуçарнипе 1906 çулхи чӳк уйăхĕнче патша правительстви хушу кăларнă. Çак хушупа килĕшӳллĕн çĕре усă курмалли йĕркесене улăштарнă, кашни кил хуçине хăйĕн ят çĕрне çирĕплетсе хăварма, хутăра е отруба уйрăлса тухса лартма та, çав çĕре сутма та ирĕк панă. Çак çĕнĕ çĕрĕç политикине çĕр ĕçлекенсен ытларах пайĕ килĕштермен, вĕсем хушшинче пăлхавсем çĕкленме пуçланă.

1913 çулхи çуркунне Етĕрне уесĕнчи Шăмат çĕр пĕрлĕхне (общинине) кĕнĕ Кивуй, Исетерккĕ, Ванькушкăнь, Шуркасси тата ытти ял çыннисем ят çĕрĕсене хăйсен харпăрлăхĕ туса çирĕплетме йышăннă. Шăмат çĕр пĕрлĕхĕнче (общининче) 40 ял шутланнă. Вĕсенчен ытларăхăшĕ пĕрлĕхлĕ çĕрне пайлаттарма килĕшмен. Çакăнтан пуçланса кайнă ĕнтĕ Этмен вăрçи.

Вуламалли

тӳрлет

Çавăн пекех

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет