80 пин çул каялла — Атăлçи таврашĕнче пĕрремĕш çынсем пурăнма килнĕ.
пирĕн эрăччен 2200—1300 çулсем — Чăваш Ен çĕрĕсенче баланово культурин çыннисем пурăннă самант.
пирĕн эрăччен 1600—1100 çулсем — Вăтам Атăлçи тăрăхĕнче пура йăхĕсем пурăннă вăхăт.
пирĕн эрăччен 1350—1000 çулсем — Чăваш Ен тăрăхĕнче апаш культурăн çыннисем пурăннă вăхăт.
пирĕн эрăччен VIII—III ĕмĕрсем — сулахай енчи тата хăш-пĕр вырăнта сулахай енчи Вăтам Атăлçи тăрăхĕнче анань культури çыннисем пурăннă самант.
пирĕн эрăччен VII—II ĕмĕрсем — Чăваш Ен тăрăхĕнче хулаш этеплĕхĕ пурăннă самант.
пирĕн эрăччен 1 пинçуллăх вĕçĕ-пирĕн эрăн 1 пинçулăхĕ — Чăваш Ен тăрăхĕнче хулаш этеплĕхĕ каярах йăхĕсем пурăннă самант.
II -III ĕмĕрсем — пăлхарсем Атăлăн анат тăрăхĕпе Çурçĕр Кавказ хушшинчи çĕрсене Азирен куçса килнĕ.
370-мĕш çулсем — Хунсем Хĕвеланăç Европăна тапăнса кĕнĕ.
630 —640 — Азовпа Каспи тинĕсĕсем хушшинче Аслă Пăлхар йăхĕсен пĕрлешĕвĕ йĕркеленет.
660-мĕш çулсем — Хасар хаканлăхĕ пултăкланать.
675 — Аспарух ертсе пыракан пăлхарсем Дунай шывĕ хĕррине куçса каяççĕ.
670-мĕш çулсем — Пăлхар йăхĕсем Вăтам Атăлçи тăрăхне куçаççĕ.
730-мĕш çулсем — Вăтам Атăлçи тăрăхне сăварсен йăхĕсем куçса килеççĕ.
VIII ĕмĕр — Атăл тăрăхĕнче Пăлхар йăхĕсен пĕрлешĕвĕ йĕркеленет.
VIII—IХ ĕмĕрсем — Чăваш Енĕн кăнтăр енĕнчи çĕрсем çине пăлхар-сăвар йăхĕсем куçса килеççĕ.
X ĕмĕр пуçламăшĕ — Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ йĕркеленет.
921 —922 — Атăлçи Пăлхара Багдад элчисем килсе каяççĕ (Ахмед Ибн-Фадлан тата ыттисем).
922 — Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче ислам тĕнне йышăнаççĕ.
965 — Руç Хасар хаканлăхне аркатать. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ хасар пăхăнăвĕнчен тухать.
1006 — Кейӳ Руçĕпе Атăлçи Пăлхар хушшинче суту-илӳ килĕшĕвне çирĕплетеççĕ.
1120 тата 1183 — Улатимĕрпе Суздальри кнеçсем Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ çине вăрçăпа кайса килеççĕ.
1223 , 1229 , 1232 — Пăлхарсем тутар-монголсемпе пĕрремеш хут çапăçса илеççĕ.
1236 — Атăлçи Палхара тутар-монгол çарĕсем аркатаççĕ.
1239 —1240 — Пăлхарсем пусмăрçăсене хирĕç пăлхав çĕкленеççĕ.
1241 — Тутар-монголсем Пăлхарсен çĕрĕсене иккĕмĕш хут тапăнса килсе ярса илеççĕ.
1242 — Ылтăн Урта йĕркеленет, унтах Атăлçи Пăлхар çĕрĕсем кĕреççĕ.
1361 — Атăлçи Пăлхара Пулат-Тимур пырса кĕрсе аркатать.
XIV ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕ — тутар-монголсем çаратса пĕтернĕ хыççăн Чăваш Енĕн кăнтăр çĕрĕсем пушанса юлаççĕ.
1391 тата 1395 — Тимур Ылтăн Урта çине вăрçăпа каять, Атăлçи Пăлхара каллех аркатаççĕ.
1437 —1445 — Хусан ханлăхĕ йĕркеленет.
1467 —1479 — Хусан ханлăхĕ Мускав патшалăхĕпе çапăçать.
1469 — Шупашкара пĕрремĕш хут асăнаççĕ.
1480 — Вырăс кнеçлĕхĕсене тутар-монгол ханĕсенчен ирĕке кăлараççĕ.
1487 — Хусана илнĕ.
1521 — Чăвашсем çинчен вырăссен çыраканĕсем пĕрремеш хут асăнаççĕ.
1546 — Чăвашсемпе туçи çăрмăссем Вырăс патшалахĕнчен Хусан патшалăхĕпе кĕрешмешкĕн пулăшу ыйтаççĕ.
1547 — Вырăс çарĕсем чăвашсемпе туçи çармăссем ыйтнипе Хусан ханлăхĕпе вăрçăпа каяççĕ. Чăваш Ен çĕрĕсене Хусан ханлăхĕн çарĕсенчен тата пуçлăхĕсенчен тасатаççĕ.
1548 —1550 — Вырăс çарĕсем Хусанпа вăрçма каяççĕ.
1551 — Свияжск хулине никĕсленĕ.
1551 — Чăваш Ен Раççей шутне кĕрет.
1552 — Иван IV Хусана илет, Хусан ханлăхĕ арканать.
1589 — Çĕрпӳ хулине никĕсленĕ.
1590 — Етĕрне хулине никĕсленĕ.
1603 —1610 — Раççейри хресченсен вăрçи . Вăрçа чăвашсем хутшăнаççĕ.
1611 —1612 — Чăвашсем Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пыракан поляксемпе шведсен интервенчĕсене хирĕç кĕрешĕве хутшăнаççĕ.
1647 —1654 — Чĕмпĕр хӳтлĕх йĕрне хăпартнă.
1670 —1671 — Степан Разин ертсе пыракан хресченсен вăрçи . Вăрçăна чăвашсем хутшăнаççĕ.
1708 — Пётр I кĕперне реформи. Хусан кĕпернине туса хуни.
1719 —1724 — Ясаклă хресченсене патшалăх хресченĕсем шутне кĕртеççĕ.
1740 — Чăвашсене вăйпа христианлăха кĕртеççĕ.
1769 — Петербургра «Сочинения, принадлежащих к грамматике чувашского языка" кĕнеке тухать.
1773 —1775 — Емельян Пугачёв ертсе пыракан хресченсен вăрçи . Вăрçăна чăвашсем хутшăнаççĕ.
1775 —1781 — çĕр административлă реформи.
1780 — Чĕмпĕр кĕпернине туса хунă.
1816 — Шупашкарта пĕрремĕш уес училищине уçаççĕ.
1837 —1841 — Патшалăх хресченĕсемпе усă курмалли реформи (П. Д. Киселёв реформи ).
1842 — Етĕрне , Шупашкар , Çĕрпӳ районĕнчи чăвашсем , тата Чикмĕ уесĕнчи чăвашсемпе çармăссем хĕç-пăшалпа феодаллă-крепосла пусмăр вăйлăланине хирĕç пăлхав çĕклеççĕ. Шурча вăрçи .
1868 — И. Я. Яковлев Чĕмпĕрте чăваш шкулне никĕслет.
1871 — Пĕрремеш чăваш букварĕ тухать.
1891 —1894 — Мускав -Хусан чукун çулне хураççĕ.
1906 , кăрлач, 8 — «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухать.
1906 , чӳк — Хресченсене общинăсенчен хуторсене куçарасси çинчен хушу тухать (Столыпинăн ял хаçалăх реформин пуçламăшĕ).
1907 , нарăс — Чемей пăлхавĕ .
1913 — Этмен пăлхавĕ . Етĕрне уесĕнчи 12 ялти хресченсем Столыпин реформине хирĕç тухаççĕ.
1917 , пуш — Хусанта , Шупашкарта тата Чĕмпĕрте ĕçченсен тата салтак депутачĕсен канашне йĕркеленĕ.
1917 , ака, 13 — Ӗçчен, салтак тата хресчен депутачĕсен Шупашкарти Канашĕ йĕркеленет.
1917 , çу, 15 — Хусанта Атăлçи тăрăхри вырăс мар халăхсен пĕрремеш съезчĕ.
1917 , çĕртме, 20 —28 — Чĕмпĕрте пĕрремеш пур чăвашсен съезчĕ иртет. Чăваш халăх обществине йеркелеççĕ.
1917 , юпа, 30 — Шупашкарти влаçа ĕçченсен, салтаксен тата хресчен депутачĕсен Шупашкарти Канашĕ хăйен аллине илет.
1917 , раштав — Хусанта Чăвашсен куçса çӳрекен театрĕ йĕркеленет.
1917 , раштав, 10 —16 — Хусанта чăвашсен çар тăрăхĕн сьезчĕ иртет.
1918 , кăрлач, 12 —нарăс, 1 — Пĕрремеш пур Раççейри чăвашсен çар съезчĕ.
1918 , кăрлач, 14 — Хусанта чăваш театрĕн пĕрремеш спектаклĕ иртет.
1918 , нарăс, 28 — Хусанта «Канаш» хаçатăн пĕрремеш каларăмĕ тухать.
1918 , ака, 13 — Чĕмпĕрте «Çĕнĕ пурнăç» хаçатăн пĕрремеш кăларăмĕ тухать.
1918 , ака, 27 — РСФСР Наркомнац çумĕнче чăваш уйрăмĕ йĕркеленет.
1918 , çĕртме, 9 —13 — Хусанта чăвашсен пĕрремĕш ĕçченсемпе хресченсен съезчĕ иртет.
1918 , юпа, 30 — Хусанти РКП(б) губкомра чăваш секциĕ йеркеленет.
1918 , чӳк, 30 — Чĕмпĕрти РКП(б) губкомра чăваш секциĕ йеркеленет.
1920 , çĕртме, 24 — Чăваш автономи облаçне (ЧАО) туса хуни.
1920 , утă, 12 — Чăваш областĕн РКП(б) комитечĕ ĕçлеме пуçланă.
1920 , чӳк, 7 —11 — Пĕрремеш чăваш облаçĕн Канаш съезчĕ. Автономи облаçĕн ертӳçисене суйласа илеççĕ.
1921 , кăрлач — Элĕк районĕнче Чаппан вăрçи пуçланса каять.
1921 , кăрлач — «Чăваш Ен» хаçăтăн пĕрремеш номерĕ тухать (1925 çулчен тухнă).
1921 , нарăс, 12 — Шупашкарта Чăваш патшалăх театрĕ уçăлать.
1921 , нарăс, 12 — Шупашкарта «Тăван ене тĕпчекен общество» йĕркеленет.
1921 , ака, 16 — Чăваш тĕп музейĕ уçăлать.
1921 , авăн, 27 — Чăваш патшалăх издательстви йеркеленет..
1923 — ЧАО Мускаври пĕтĕм союзри курава хутшăнаççĕ. Чăваш хорĕ пĕрремĕш хут Мускава кайса килет.
1924 — «Сунтал» журналăн пĕрремеш кăларăмĕ тухать.
1924 — Чăваш патшалăх хорне йĕркелеççĕ.
1925 , пуш, 18 — «Капкăн» журналăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухать
1925 , ака, 21 — Чăваш автономи облаçĕ вырăнне Чăваш Автономлă Социаллă Совет Республики туса хураççĕ.
1925 , юпа — Республикăра кашни кун радиопа чăвашла передачăсем тухма пуçлаççĕ.
1926 , кăрлач, 26 —31 — Чăваш АССРĕн пĕрремеш Конституцине йышăнаççĕ.
1926 , авăн — «Атăлçи пăлхавçисем» пĕрремĕш чăваш илемлĕ кинокартинине кăтартаççĕ.
1927 — Мускавра чăваш культурине тĕпчекен обществине йеркелеççĕ. Филиалĕсене Чĕмпĕрте , Хусанта , Ӗпхӳре , тата ытти хуласенче йеркелеççĕ.
1929 — Чăваш патшалăх театр училищи уçăлать.
1929 , пуш, 20 —29 — ЧАССРта Советсен III съезчĕ иртет. Чăваш Ен Чулхула Енне кĕрет.
1929 — Шкул ачисем валли чăвашла «Хатĕр пул» журналăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухать.
1929 , юпа, 17 — «Красная Чувашия» хаçатăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухать.
1930 , çурла — Чăваш чĕлхепе литератури, историпе тата экономики ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ /халĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ / уçăлнă.
1930 , çурла — Шупашкарта педагогика институчĕ /халĕ И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университечĕ / уçăлнă.
1931 , авăн — Чăваш ял хуçăлăх институтне /халĕ академи/ уçнă.
1932 — Шупашкарта Чăваш çăмрăксен театрĕ уçăлнă.
1932 — Радион чăваш студийĕ уçăлнă.
1934 , çĕртме, 11 —13 — чăваш çыравçисен пĕрремĕш съезчĕ.
1934 , çурла, 4 — Шупашкарта Чăваш вĕрентекенĕсен институчĕ уçăлнă.
1935 , çĕртме, 27 — социализма тăвас ĕçре пысăк çитĕнӳсем тунăшăн Чăваш АССРĕ Ленин орденне тивĕçнĕ.
1935 , утă — Чăваш художникĕсен пĕрремеш съезчĕ иртнĕ.
1936 — Чăваш патшалăх филармонине туса хунă.
1936 , раштав — административлă пай пек пулнăскер Чулхула Енĕ пĕтнĕ, Чăваш АССРĕ РСФСРа пăхăнма пуçланă.
1937 , утă, 18 — Чăваш Социаллă Совет Автономиллĕ Реуспубликин Конституцине йышăннă.
1939 — Чăваш ӳнер галерейине уçнă.
1939 — Чăваш ташăпа юрă ансамбльне уçнă.
1959 , утă, 1 — Чăваш патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ драма театрĕ тата филармонийĕн симфони оркестрĕ никĕсĕпе К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх кĕвĕпе драма театрне йĕркеленĕ.
1961 — Шупашкарта Ленин орденлĕ Мускав энергетика институчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи филиалĕ уçăлнă.
1962 , пуш, 16 — Шупашкарта телецентр ĕçлеме пуçланă.
1962 , çурла — А. Г. Николаев (çурла, 11 -15 ) «Восток-3» тата П. Р. Попович (çурла, 11 -15 ) «Восток-4» спутник-карапсем çинче пĕрле космосра вĕçнĕ.
1967 , авăн, 1 — И. Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетне уçнă.
1969 — Чăваш кĕвĕ театрне /1995 çултанпа — оперăпа балет театрĕ/ уçнă. Г. Хирбюн «Нарспи» оперин премьери иртнĕ.
1970 — Шупашкар ГЭСне хăпартма пуçланă.
1970 , утă — Ф. Васильевăн «Сарпике» ятлă пĕрремĕш халăх балетне кăтартнă.
1972 , кăрлач — Шупашкарти промăçлăх тракторĕсен заводне тума пуçланă.
1990 — ЮНЕСКО йышăннипе К. В. Иванов çӳралнăранпа 100 çул çитнине паллă тунă.
1990 , юпа, 19 — Чăваш АССРĕ вырăнне Чăваш Совет Социаллă Республики пулса тăнă.
1990 , юпа — Чăваш Енĕн Аслă Совечĕ «Патшалăх суверенитечĕ çинчен деклораци" йышăннă.
1990 — «Чăваш Республикăри чĕлхесем çинчен» саккуна йышăннă.
1992 , нарăс, 13 — Чăваш ССРĕ вырăнне Чăваш Республикине туса хунă.
1992 , юпа — Чăваш наци конгресĕн Йĕркелекен съезчĕ иртнĕ.
1993 , раштав — Чăваш Республикинче пĕрремĕш президенчĕн ĕç вырăнне Н. В. Фёдорова суйласа лартнă.
1995 , çĕртме, 24 — Чăваш патшалăх кунне йышăннă, ăна пĕрремĕш хут уявланă.
1995 — Чăваш нацин ăслăлăхпа ӳнерлĕх академине йĕркеленĕ.
1996 , утă, 27 — Мускавра Б. Н. Ельцинпа Н. В. Фёдоров «Раççей Федерацийĕн патшалăх органĕсемпе Чăваш Республикин патшалăх органĕсен хушшинчи пур пултăклăх ĕçсене туса пырас шая уйăракан Килĕшӳ» хучĕ çине алă пусса çирĕплетнĕ.
1997 , раштав — Чăваш президентне иккĕмĕш хут суйланă.
1998 , утă, 31 — Чăваш Республикин наци политикин патшалăх Концепцине тата ăна 1998 -2005 çулсем хушшинче пурнăçламалли Программине йышăннă.
1998 , ака — И. Я. Яковлев çуралнăранпа 150 çул çитнĕ май Мускавра Чăваш культурин Кунĕсене иртернĕ.
В. П. Иванов, В. В. Николаев, В. Д. Дмитриев. Чуваши. Этническая история и традиционная культура. Москва, 2000.
Николаев В. В., "История предков чувашей. XXX в. до н.э. в. — XV в.н.э.", Чебоксары , 2005 .
Н.И.Ашмарин , «Болгары и чуваши», Хусан , 1902 .
В.Доброхотов, «Древний Боголюбовгород», Мускав , 1852 .
«История Чувашской АССР»
Фахрутдинов Р.Г., «Очерки по истории Волжской Болгарии», «Наука» пичет кăларăвĕ, 1984 .
Кури Вантер , "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар , "Ялав" библиотеки, 1990 .
Каховский В.Ф. , "Происхождение чувашского народа", 2003 .
Юхма Мишши , «Авалхи чăвашсем», 1996 , Шупашкар .
Тафаев Г.И., "Цивилизация и геополитика", Шупашкар, 2008.