Чикмĕ уесĕ
Чикмĕ уесĕ
|
Чикмĕ уесĕ — Хусан кĕпĕрни йышĕнче 1727—1920 çулсенче пулнă администрациллĕ-территориллĕ виçе. Уес хули — Чикмĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлетЧикмĕ уeсĕ Аслă Петĕрченхи тапхăрсенченех паллă пулнă. 1708 çулта уесе пăрахăçланă, Чикмĕ хулана Хусан кĕпĕрнине хушнă. 1719 çулта, кĕпĕрнесене провинцисене пайланă чухне Сĕве провинцине кĕртнĕ. 1727 çулта уесе Сĕве провинцинче чĕртнĕ. 1781 çулта Хусан кĕпĕрниине Хусан енлĕхĕ теме пуçланă, 1796 çулта ăна каллех кĕпĕрне ята куçарнă.
1920 çулта Чикмĕ уесне пĕтерсе хунă, унăн территорине Мари АО Чикмĕ кантонне кĕртнĕ.
Халăх йышĕ
тӳрлет1897 çулта халăха çырнипе уесре 105 633[1] çын пурăннă, çав шутра чăвашсем — 47,3 %, марисем — 36,3 %, вырăссем — 16,3 %. Уес хулинче — Чикмĕре — 5284 çын шутланнă.