Юпа уйăхĕ

(Юпа ҫинчен куҫарнӑ)
Авăн — Юпа — Чӳк
Тн Ыт Юн Кç Эр Шм Вр
1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31  
Эрне кунĕсен ячĕсене 2009 çул валли кăтартнă

Юпа сăмахăн урăх пĕлтерĕшсем те пур: Юпа (пĕлтерĕшсем)

Юпа — чăваш календарĕн вуннăмĕш уйăх ячĕ. Вырăс «октябрь» уйăхпа пĕр пек шутланать. Уйăх ячĕ ку вăхăтра Юпа уявĕ (вилнисене асăнни) иртнĕ пирки пулса кайнă. Юпа уйăхра пĕтĕмпе 31 кун.

Вырăс «Октябрь» лат. octo (саккăр) сăмахĕнчен пулнă. Авалхи Римре ку саккăрмĕш уйăх ячĕ пулнă. Славянсем авалтанпах ку уйăхах «листопад» (шулçă тăкăнăвĕ) тесе чĕннĕ.

Чăвашсен аваллăхĕнче

тӳрлет

Авал ку уйăхра çăвасенче тирпеленĕ. Христос тĕнне йышăнман чăвашсем вил тăприсем çине чи малтан салам калакĕсем лартнă, юпа уйăхĕнче вĕсене юпасемпе улăштарнă. Çак сăваплă ĕçе яланах пĕр вăхăтра йеркеленĕ пирки уйăх ятне те çавăн пекех ят панă.

Уявсем

тӳрлет