Ытларикун
Ытларикун — эрнен иккĕмĕш кунĕн ячĕ. Ытларикун тунтикун хыççăн пырать, унăн хыççăн юнкун пуçланать.
АПШра суйлавсене йăла тăрăх ытларикун иртереççĕ. Федераллă суйлавсем чӳк уйăхĕн пĕрремĕш тунтикун хыççăн ытларикунта иртереççĕ.
Истори
тӳрлетХура ытларикун — 1929 çулхи юпа уйăхĕн 29 кунĕ. Çак кун АПШн тĕплĕх пасарĕнче паника пыçланнă.
Чăвашсем ĕненĕвĕпе ытларикун мăн ĕç тума та, пуçлама юрамасть. Ытларикун — телейсĕр кун. Кун çинчен «Ытларикун кайăк та йăва çавăрмасть» каларăш пур.
Эрне кунĕсем |
---|
Тунтикун | Ытларикун | Юнкун | Кĕçнерникун | Эрнекун | Шăматкун | Вырсарникун |