Апаш культури
Апа́ш культу́ри — п.эрч. III пинçуллăхăн иккĕмĕш пайĕнчи — п.эрч. II пинçуллăхăн пуçламăшĕнчи бронза ĕмĕрĕнчи археологи культури (радиоуглерод тĕслĕхĕсемпе — п.эрч. 2140—1740 çç.) Калуга облаçĕнчен Пушкăртстанăн кăнтăр енне çитиччен пулнă культура. Ятне Апаш (Чăваш Ен) ялĕнчен илнĕ, кунта 1925 çулта пĕрремĕш кургансем тупнă.
Апаш культури бронза ĕмĕрĕ | ||||
Географи регионĕ | Раççей Варри, Атăлçи | |||
---|---|---|---|---|
Тапхăра палăртни | п.эрч. III пинçуллăхăн иккĕмĕш пайĕ — п.эрч. II пинçуллăхăн пуçламăшĕ | |||
Этноссем | арисем | |||
|
Тĕпчев ĕçĕсен историйĕ
тӳрлетХăйĕн ятне Апаш (Чăваш республики) ялĕнчен илет, çакăнта 1925 çулта пĕрмĕш куркансене тупнă.
Пулса кайни
тӳрлетХăш тĕпчевçĕсен шухăшĕпе, апаш культури, фатьян культури евĕрех, вăтаднепр культурипе çыхăннă, вăл унăн вырăнти (локаль) пураллă культурăллă варианчĕ пулать. Апаш вилтăприсенче европаевĕрлĕ сарлака ĕренкĕллĕ пурăнакансене чавса кăларнă. Этнос енчен апаш халăхĕ арисем шутне кĕреççĕ, çак пĕтĕмлетӳсене авалхи индисен «Ведисемпе» пĕрпеклĕхĕсем тата археологипе антропологии[1] хыпарĕсем çирĕплетеççĕ.
Культура
тӳрлетКургансенче эрешленĕ тăм савăт-сапа, пăхăр тата кĕмĕл капăрлăхсем тупса палăртнă.
Апашсен культурин паллă элеменчĕ — утсене (лашасене) пăхса усрасси. Вĕсем колесница[2] тума пултарнă. Чултан, пăхăртан тата килти тата тискер выльăх шăммисенчен ăсталанă ĕç хатĕрĕсем сунар, выльăх-чĕрлĕх усрани тата çĕр ĕçлени пирки пĕлтереççĕ. Апашсем пĕрмĕшсем Уралти тĕсĕллĕ металсен управĕсемпе ус курма тытаннă [3].
Апаш культурин пурăну вырăнĕсене Уралçире çеç тупнă.
Апаш йăхĕсем кăвайтпа Хĕвел культне (Сăртăш евĕр) çав тери пăхăнса тăнă.
Андрон культурипе хутшăнни
тӳрлетПурнăç йăлисемпе апашсем андрон культурин йăхĕсене çывăх шутланаççĕ. Кăнтăр Урал апашĕсем тухăç кӳршисемпе — андронсемпе — тачă хутшăнусем тытса пынă. Апашсем андрон йăхĕсенчен тăм савăчесене илемлетмелли хăш тĕррисене «кивçенленĕ». Çавăн пек савăтсене Метевтамак вил тăприне чавса тупнă. Апаш культурин хăш уйрăмлăхĕсем андронсене куçаççĕ. Çапла ĕнтĕ нумай апаш металл капăрлăхĕсене андрон палăкĕсенче палăртаççĕ. [1] 2006 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ..
Вуламалли
тӳрлет- Каховский В.Ф., "Происхождение чувашского народа", 2003.
J. P. Mallory, "Abashevo Culture", Encyclopedia of Indo-European Culture, Fitzroy Dearborn, 1997.