Ельцин Борис Николаевич
Борис Николаевич Ельцин (1931 çул, нарăсăн 1-мĕшĕ Бутка сали, Талица районĕ, Свердловск облаçĕ — 2007 ç, ака уйăхĕн 23-мĕшĕ Мускав, РФ) — Раççей политикĕ, Раççей Федерацин пĕрремĕш президенчĕ. 1991-1999 çулсенче Раççей Федерациĕн президенчĕ вырăннĕ йышăннă.
Арăмĕ — Ельцина Наина Иосифовна.
Пурнăçĕ
тӳрлет1931 çулхи нарăсăн 1 Свердловск облаçĕн Талица районĕнчи Бутка салинче çуралнă.
1950-1955 çулсенче С.М. Киров ячĕпе хисепленекен Уралти политехника институтĕнче вĕреннĕ. Ăна «çурт-йĕр инженерĕ» квалификаципе вĕренсе пĕтернĕ. 1961 çулта ССКП партине кĕнĕ. 1968 çулта Свердловск обком партин çурт-йĕр тăвас уйрăмне ертсе пыма пуçланă.
1990 çулхи пуш уйăхĕнче РСФСР халăх депутатне суйласа илнĕ. 1990 çулхи çу уйăхĕн 29 РСФСР Аслă канашĕн председательне суйласа илнĕ. 1990 çулхи утă уйăхĕнче ССКП партинчен тухнă.
1991 çулхи çĕртме уйăхĕн 12 РСФСР президентне суйласа илнĕ. 1996 çулхи утă уйăхĕн 3 Раççей Федерациĕн президенчĕ вырăнне иккĕмĕш хут суйласа илнĕ.
1999 çулхи раштавăн 31 президент вырăнне ирĕклĕн пушатнă, президент ĕçне вăхăтлăха Путин Владимир Владимирович ертсе пыма пуçланă.
2007 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ.
Асăрхавсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет«Исповедь на заданную тему»(ĕçлемен каçă) -->
- Не хочу писать мемуары… 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ. — интервью (август 2006)14px
- Известия: Егор Гайдар о Борисе Ельцине
- «Ельцин принёс России лучшее и худшее» — Статья Джона Кэмпфнера в газете Дейли Телеграф о Борисе Ельцине, переведённая на русский язык. 24.04.2007
- Статья Гвена Даэра Человек, который разрушил Россию 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ. 25.04.2007
- Борис Ихлов «Что говорят о Ельцине»
- Дмитрий Шляхтин «На смерть Ельцина»
- ПЕРВЫЙ ПРЕЗИДЕНТ РОССИИ. Памяти Бориса Ельцина 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Изъятие видеоархива оператора Ельцина
\