Етĕрне

Раççей хули
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Етĕрне (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Етĕрне (выр. Ядрин, туçи мар. Йӓдӹрнӓ, çаран мари Ядырна) — Чăваш Енри хула, Етĕрне районĕн администрацийĕ вырнаçнă. 2002 çулта пурĕпе 11,1 пин çын пурăннă. Хула Сăр юханшыв çинче ларать.

1781
Етĕрне
Ядрин
Герб
Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Етĕрне районĕ
Координатсем 55°57′00″ с. ш. 46°12′00″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Пуçлăх Фоланин Викентий Иванович
Никĕсленĕ 1590
1781  1781
Лаптăк 55 çм²
Центр çӳллĕшĕ 70 м
Наци йышĕ чăвашсем — 66,7%; вырăссем — 31,1%; марисем — 0,4%; украинсем — 0,4%; ирçесем — 0,3%; тутарсем — 0,3%; нимĕçсем — 0,1%
Этнохороним е́тĕрнесем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83547
Почтă индексĕ 429060
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 253 501
Официаллă сайчĕ http://ядрин.рф/
Етĕрне (Раççей)
Точка
Етĕрне (Чăваш Ен)
Точка

Хула пуçлăхĕ — Фоланин Викентий Иванович.

Этимологи

тӳрлет

Йĕтĕрне сăмахран вăхăт иртсен Етĕрне пулса каят. Йĕтĕр - скатывать, Йĕтĕрне - скалка. Кимĕсене пĕренесемçине хурса çырма тари йĕтĕрнĕ , вырăсла - волок, воложки.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Халăх йышĕ, хула тытăмĕ

тӳрлет

Кун-çулĕ

тӳрлет

Етĕрне турцинчи Эдирне хула ячĕпе пĕр пек илтĕнет. Унта Эдирне малтанах тĕп хула пулнă, çавăнтах янычарсен (çĕнĕ çар) шкулĕсем пулнă. Васильсурска Хусан çĕрĕсĕн çывăхăнче никĕсленĕ хыççăнах ăна хирĕç хан форпост хывать. Ячĕ Эдирне, хальхи чăвашла Етĕрне пулать. Çав вăхăтрах тăрăха чăваш ятлă çар çыннисем килсе тухаççĕ. Чăваш тени вăл вăхăтра "ертсе пыракан çар çынни" пĕлтерĕшлĕ пулнă. Хусан ханлăхĕн чиккине çирĕплетме хан татăшах çарсем ярса тăнă. Çармăс ялĕсем хушшинче çĕнĕрен форпостсем çĕкленме тытăнаççĕ — Етĕрне (Эдирне), Чорбай, Ачак,Чотай, Майдан, Крымсарайкасси тата ыттисем. 1551 çулта Курбский çырнă тăрăх "чăвашсем пурăнмалли вырăнсем, çирĕплетнĕ кармансем çумĕнче вырнаçна". (Етĕрне вырăнĕнче ĕмĕртен-авалтан чăвашсем пурăннă, кунта вĕсен çирĕплетнĕ пысăк мар карман-хула пулнă. В.Якимов 1927 çулта çырса илнĕ чăнлавра Етĕрне ятлă-сумлă чăваш çыннин ячĕ иккенни паллă. Унта çапла каланă: "Патша чăваш çĕрĕ çине уес хули тума шутланă. Чăвашсен ятлă-сумлă çыннисем çакна пĕлеççĕ те уес хулине хăйсен ялĕ вырăнĕнче пултарас тесе тавлашма тытăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри Тукач, тепри Сарплат, виççĕмĕшĕ — Асамат. Вĕсен кашнийĕн хăйсеп пуçласа янă ялсем пулнă. Вĕсене çак ятлă-сумлă ячĕпе чĕннĕ... Юлашкинчен уес хулине илмелли хута Тукач илнĕ. Анчах Асаматпа Сарплат çакăнпа килĕшмен, Тукача хирĕç кĕрешме тытăннă. Çав вăхăтра Тукач çуртне çĕрле Етĕрне паттăр чăваш çĕмĕрсе кĕнĕ те уес тумалли хута илсе кайнă. Етĕрнен хăй ячĕллĕ ялĕ пулнă, çавăнта вара уес хули туса никĕсленĕ. Етĕрне хули Иван Болотников, Степан Разин тата Емельян Пугачев пăлхавĕсем вăхăтĕнче те питĕ палăрнă. В.Димитриев çырнă тăрăх "И Цивильск, и Ядрин были поставлен русскими властями для укрепления своего положения после подавления восстания чувашских и марийских крестьян 80-х годах XVI века..." Кунти çынсем Етĕрне çынни Ахман утаман паттăр çинчен хайлавсене паянкуна упраса çитернĕ.

Паллă вырăнсем

тӳрлет
  • Михал архангел чиркĕвĕ (XVII ĕмĕрĕн вĕçĕ — XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕ);
  • Виçпĕрлев чиркĕвĕ (1829);
  • XIX ĕмĕрти çуртсем
  • А. В. Асламас ячĕллĕ ача-пăча ӳнер шкулĕ[1]

Паллă çынсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет