Абакумов Глеб Арсентьевич

Глеб Арсентьевич Абакумов – (30.09.1937, Етĕрне, Чăваш АССР, СССР çуралнă — 29.08.2019, Чулхула) - совет тата раççей химикĕ, СССР ăслăх академин пайташ-корреспонденчĕ (1987), Раççей ăслăх академин пайташ-корреспонденчĕ (1991), Раççей ăслăх академин пайташĕ (2000).

Абакумов Глеб Арсентьевич
Çуралнă вăхăт: 30 авăн 1937
Çуралнă вырăн: Етĕрне, Етĕрне районĕ Чăваш АССР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 29 çурла 2019
Вилнĕ вырăн: Чулхула, РФ
Патшалăх:

СССР РФ

Ăслăх сфери: хими
Ăсчах хисепĕ: академик
Альма-матер: Чулхулари Н.И. Лобачевский ячĕллĕ патшалăх университечĕ
Чыславсемпе парнесем


Туслăх орденĕ
СССР патшалăх парни — 1985


Кун-çулĕ

тӳрлет

Чулхула патшалăх университечĕн хими факультетне 1962-мĕш çулта вĕçленĕ, хими ăслахĕсен тухтăрĕ (1976), профессор (1980); ГПУ хими факультетĕнче ĕçленĕ (1962—1964), СССР ĂА полимерсен стабилизаци лабораторинче (1964—1968), СССР ĂА хими институтĕнче (1968—1988). РĂА Г. А. Разуваев ячĕллĕ металлоорганика хими институчĕн директорĕ, 2016-мĕш çултан институтăн ăслăх ертӳçи.

Ăслах ĕçĕ

тӳрлет

Ирĕк радикалсен, металлорганика тата комплекслă çыхăнăвĕсен химийĕпе ĕçлет.

Ĕçĕсем

тӳрлет

350 ытла ăслăх ĕçе питчетленĕ.

Чыславсемпе парнесем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет