Открыть главное меню

И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, — Шупашкарта 1967 çулта йĕркеленнĕ университет, Чăваш Республикин ăслăлăх тĕпĕ.

Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕ
(И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ)
Никĕсленĕ çул çурла, 17 1967
Ректор А. Ю. Александров
Юридици адресĕ 428000, Шупашкар, Мускав пр., 15
Сайт chuvsu.ru

Тупмалли

ФакультетсемТӳрлет

Университетăн кун-çулĕТӳрлет

1920 çулта революци комитечĕпе Чăваш автономи облаçĕн Канашĕн I съездĕнче Шупашкар хулинче университет уçас тĕллевшĕн сасăлаççĕ. Анчах çак йышăнăва пурнăçа кĕртесси ăнăçмасть. 1958—1959 çç. каллех çак ыйтăва хускатаççĕ, ку чухне те çак ĕç калаçупа çеç вĕçленет.

Çак вăхăта Чăваш республикинче виçĕ пĕлӳ керменĕ ĕçленĕ:

1967 çулта Чăваш патшалăх университетне 1961 çулта йĕркеленĕ Мускав энергетика институчĕн Атăлçи филиалĕн никĕсĕпе туса хунă.

1967 ç. тĕлне унăн 2 факультетĕнче (электротехника тата промăçлăха электрификацилев) 1300 çын ытла вĕреннĕ. Каçхи тата заочно факультечĕсенче, çав шутра пĕтĕмлĕ техника факультетĕнче те, 3800 пине яхăн студент пĕлӳ пухнă. Вĕсене 200 яхăн çын, вĕсенчен 20 ăслăлăх тухтăрĕпе кандидачĕ, вĕрентнĕ.

Филиалăн лаборатори тĕпĕ, вĕренӳ вырăнĕсем, студентсен общежитийĕсем, библиотека (çĕр пине яхăн том) пулнă, çаплах типографи, шутлав техникин лабораторийĕ, вĕренӳ ăста пӳлĕмĕсем, диплом тумалли кабинечĕсем.

Чăваш университечĕн шутне çаплах Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетне хушнă. Факультетра 900 студент (350 — кăнтăрла уйрăмĕнче) вĕреннĕ, кунта çӳллĕ квалифициллĕ ăслăлăх-педагогика коллективĕ: 3 профессорпа 30 доцент ĕçленĕ.

Пĕрремĕш çул пĕлӳ керменĕ шутне çак факультетсем кĕнĕ:

  • Историпе филологи факультечĕ,
  • Медицина факультечĕ,
  • Пĕрлехи техника факультечĕ,
  • Хими факультечĕ,
  • Экономика факультечĕ,
  • Электротехника факультечĕ,
  • Промăçлăха электрификацилес факультечĕ.

1968—1969 вĕренӳ çулĕ тĕлне физикăпа математика факультетне уçнă.

Университета йĕркелев ĕçĕнче Хусан патшалăх университечĕ пысăк пулăшу панă, Шупашкара Хусантан 2 тухтăрпа 10 ăслăлах кандидачĕ куçса килнĕ.

РСФСР Министăрсен Канашĕн 1967 çулхи чӳкĕн 30-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе университета Илья Николаевич Ульяновăн ячĕпе чысланă.

Университет филиалĕсемТӳрлет

  • Канашри филиалĕ
  • Патăрьелти филиалĕ
  • Улатăрти филиалĕ

Вĕренсе тухнă паллă çынсемТӳрлет

ВĕрентекенĕсемТӳрлет

Çавăн пекехТӳрлет

АсăрхавсемТӳрлет

ВуламаллиТӳрлет

  • Кто есть кто: учёные Чувашского государственного университета имени И. Н. Ульянова. — Шупашкар, 2002.
  • Учёные Чувашского университета (1967—1992). Шупашкар, 1992.
  • Чувашский государственный университет имени И. Н. Ульянова: 40 лет: [фотоальбом]. — Шупашкар, 2007.

КаçăсемТӳрлет