Суздаль
Су́здаль (Сустăль[1]) — Раççей хули, Улатимĕр облаçĕн Суздаль районĕнче вырнаçнă.
Каменкăн юханшывăн Нерль юппи çинче, Улатимĕртен26 çм çурçĕрелле вырнаçнă.
Суздаль — управ-хула, Раççейĕн ылтăн кăшăлĕ шутне кĕрет.
Халăх йышĕ — 11,0 пин çын (2009).
Этимологи
тӳрлетКун-çулĕ
тӳрлетПĕрремĕш хулана Новгород кодексĕнче асăннă: «въ лѣто ҂ѕ҃ф҃з҃ азъ мънихъ исаакiи поставленъ попомъ въ сѹжъдали въ цръкъвѣ свѧтаго александра арменина» («В 6507 [999] çулта эпĕ, монах Исаакий, Суздальри Тс. Александр Армянина чиркĕвĕн иеромонахĕ ята илтĕм»).
XII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Юрий Долгорукий чухне Ростов-Суздаль кнеçлĕхĕн тĕпĕ шутланнă.
1157 çулта Андрей Боголюбский Улатимĕре тĕп хула туса хурать те кнеçлĕхе Улатимĕр-Суздаль кнеçлĕхе ятпа асăнма тытăнаççĕ.
XIII ĕмĕрĕн варринчен пуçласа — ирĕклĕ Суздаль кнеçлĕхĕн тĕпĕ.
XIV ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче — Суздаль-Чулхула кнеçлĕхĕн тĕпĕ.
1392 çулта Суздаль Аслă Мускав кнеçлĕхĕ шутĕнче.
1565 çулта Суздаль попал в число городов, составлявших опальную Земщину, опричнинăна пăрахăçласан «патша çĕрĕ» пулса тăрать. Смутное время суздальсем Шуйские сутса хăйсен хулине тушинсемпе Лисовский айне пулаççĕ, унăн влаçĕ 8 уйăх тытăнса тăрать.
1612 çулта поляксем Суздале хупăрлаççĕ, анчах та илеймеççĕ.
1681 çулта Суздальре 515 кил шутланнă, вĕсенчен мускав стрелецĕсем валли 669 тенкĕ 16 алт. тата 4 д., тата 6145 жит пуçтарнă.
1708 çулта хулана Мускав кĕперни çумне провинци хули шайĕпе хушаççĕ; 1778 çулта Улатимĕр наместничество уес хули, 1796 çултанпа — Улатимĕр кĕпернинче.
XVI ĕмĕртенпе Суздальре мăнастăрьсем тăваççĕ. Киввисене пысăклатаççĕ, çĕннисене хăпартаççĕ. XVI ĕмĕрĕ тĕлне 11 мăнастăрь (халĕ 5 мăнастăрь комплексĕ упранса юлнă) шутланнă. Суздаль Руçре тĕн тĕпĕсенчен пĕри пулса тăрать.
XVII ĕмĕрĕн варринчен — экономика ӳсĕмĕн тапхăрĕ.
1796 çултанпа Улатимĕр кĕпернин уес хули. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчен Суздаль провинци хули пулса тăрать (Суздаль чукун çулĕнчен аякра вырнаçнипе хулара промăçлăх аталаман). 1967 çулта Суздалĕн аталану тĕп планне йышăннă, унăн йĕркипе хула-музей шайне кĕртнĕ. Хулари тĕрмесене хупнă. Çулçӳревçĕсен тĕп комплексне туса хунă, музей экспозицисене вырнаçтарнă.
Халăхĕ
тӳрлет1897 | 1926 | 1959 | 1979 | 1992 | 2001 | 2002 | 2003 | 2004 | 2005 | 2006 | 2007 | 2008 | 2009 |
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
8 | 6,6 | 10,4 | 11,1 | 12,6 | 11,9 | 11,4 | 11,4 | 11,3 | 11,2 | 11,2 | 11,1 | 11,0 | 11,0 |
Климат
тӳрлетЭтеплĕх
тӳрлет2002 çултанпа Суздаль çулçӳрев комплексĕнче çулсерен Уçă раççей анимаци кинофестивалĕ иртет. Утăри кашни шăмат кун Суздальре, Йывăç ӳнерлĕх музейĕнче, Хăяр уявĕ ирттереççĕ.
Паллă вырăнсем
тӳрлетАрхитектура палăкĕсем
тӳрлетСуздальре чылай архитектура палăкĕ упранса юлнă[2]:
- Мăнастăрь ансамблĕсем:
- Сутă-илӳ лапам ансамблĕ
- Сутă-илӳ речĕсем (1806—1811, арх. А.Вершинский)
- Чĕрĕлӳ чиркĕвĕ (1732)
- Турă амăшĕн Хусан турăш чиркĕвĕ (1739)
- Константинпа Елен (Цареконстантиновская) чиркĕвĕ (1707)
Скульптура палăкĕсем
тӳрлет- Д. М. Пожарскин бюсчĕ (1955, скульптор З. И. Азгур)
- В. И. Ульянов (Ленину) палакĕ (1978, скульптор А. А. Тюренков)
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă янташсен палăкĕ (1986)
- А. А. Лебедев палăкĕ
Музейсем
тӳрлетСуздальте Улатимĕр-Суздаль историпе пултарулăх тата архитектура управ музейĕн музей объекчĕсем вырнаçнă:
- Кремль
- Сăпас-Еххим мăнастăрĕ
- Йывăç ăстаç ĕçĕн музейĕ
- Посад çурчĕ
- Приказ пӳрчĕ Покровского монастыря
Микула чиркĕвĕнче Андрей Давыдов чиркӳ ĕçтешĕн турăш çырмалли ăста лаçĕ ĕçлет, ăвăс кĕлеткисен музейĕ пур.
Паллă çынсем
тӳрлет- Варганов Алексей Дмитриевич — искусствовед, архитектор, реставратор памятников города.
- Виноградов Дмитрий Иванович — учёный, основоположник производства российского фарфора.
- Гастев Алексей Капитонович — революционер-большевик, профсоюзный деятель, один из теоретиков НОТ.
- Лебедев Алексей Алексеевич — сăвăç, офицер-шывайçă.
- Лопухина Евдокия Фёдоровна — Петра I, Покров мăнастăрĕн монахини.
- Маклаков Николай Алексеевич — патшалăх ĕçченĕ, 1894 — 1898 çулсенче Суздальте налук инспекторĕ.
- Пожарский Дмитрий Михайлович — кнеç, çарпуç, патшалăх ĕçченĕ.
- Пожарский Роман Петрович — кнеç, çарпуç.
- Фельдмаршал Паулюс — нимĕç çарпуçĕ, 1943 çулта суздаль тĕрминче ларнă.
- Сабурова Соломония Юрьевна (София Суздальская) — Василий III арамĕ, Покров мăнастăрĕн монахини, вырăнти чыслă таса çын.
- Флоринский Сергей Фёдорович — чиркӳ ĕçченĕ, 1918 çулта персе пăрахнă, 2002 çулта Вырăс православи чиркĕвĕ ăна священномученик шутне кĕртнĕ.
Суздальте ӳнерленĕ фильмсем
тӳрлет- Женитьба Бальзаминова (1964)
- Метель (1964)
- Царская невеста (1964)
- Андрей Рублёв, пайсем: «Набег», «Колокол» (1966)
- Душечка (1966)
- Ярослав Домбровский (Польша, 1975)
- Осенние колокола (1977)
- Мой ласковый и нежный зверь (1978)
- Тема (1979)
- Юность Петра (1980)
- Россия молодая (1981)
- Чародеи (1982)
- Серебряное ревю (1982)
- Мёртвые души (1984)
- Пётр Великий (АПШ, 1985)
- Про бизнесмена Фому (Раççей, 1993)
- Классик (Раççей, 1998)
- Царь (Раççей, 2008)
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kgvr_0_0000106.pdf 2021 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Ят-йышне Воронин Н. Н. Владимир, Боголюбово, Суздаль, Юрьев-Польской кĕнекинче кăтартнă. М., 1974. С. 151—231
Каçăсем
тӳрлетСуздаль Викиампарта? |
- Суздаль хулин официаллă сайчĕ
- Суздаль — кун-çулĕ, архитектура, хăна çурчĕсем, ресторансем
- Улатимĕр-Суздаль Музей-Заповедник 2010 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Суздаль гербĕн кун-çулĕ
- Суздаль WikiMAPIA çинче
- Авторский путеводитель по Суздалю. Что смотреть, как добраться, фотографии
- Суздаль хулин фотоӳкерчĕкĕсем
- Достопримечательности Суздаля
Вуламалли
тӳрлет- Суздаль и его достопамятности // Труды Владимирской учёной архивной комиссии. Кн. 14. М., 1912.
- Достоевский Милий Суздаль. М., 1910.
- Тургеньев И.С., Стахов Н.Н., Шевырев С.П., Граф Шереметьев С.Д. Русские писатели о святых местах. М., 1899.
- Варганов А.Д. Из ранней истории Суздаля (IX—XIII вв). — 12-мĕш кăларăм. — М.: КСИИМК, 1946. — С. 127—134.
- Варганов А. Д. Суздаль: историко-экономический очерк. Владимир, 1957
- Воронин Н. Н. Владимир, Боголюбово, Суздаль, Юрьев-Польской. М., 1958, 1965, 1967, 1974, 1983.
- Вагнер Г. К. Суздаль. М., 1969.
- Варганов А. Д. Суздаль. Ярославль, 1971.
- [Ямщиков С.В.] Сокровища Суздаля [: сб.статей] / Составитель С.Ямщиков. М.: Изобразительное искусство, 1969. — 196 с.: илл.
- [Ямщиков С.В.] Суздаль / Авт.-сост. С.Ямщиков. М.: Планета, 1970. — 89 с.: илл.
- Вагнер Г. К. Белокаменная резьба древнего Суздаля. М., 1975.
- Суздалю — 950 лет (по материалам юбилейной научной конференции). Ярославль, 1977.
- Ранинский Ю. В. Суздаль туристский центр. М., 1981.
- Кучкин В.А. Формирование государственной территории северо-восточной Руси в X—XIV вв. — М.: 1984.
- Белов Ю. В. Суздаль (путеводитель). Ярославль, 1986.
- Рапопорт А. Д. Золотое кольцо [: путеводитель]. М.: Вокруг Света, 2008.