Пахтат
Пахтат[1] (арап. بغداد) — Иракăн тĕп хули, Пахтат мухафазин административлă тĕпĕ.
Çутçанталăк никĕсĕ
тӳрлетПахтат Иракăн варринчех, Тигр хĕрринче, Дияла юхса кĕнĕ çĕртрен инçех мар вырнаçнă. Çанталăк климачĕ хулара тата тулашĕнче субтропиклă тата вăтаçĕртинĕслĕ. Кăрлачри сывлăшăн вăтам температури +10 градус, утăра — +34 градус. Çулти вăтам нӳрĕклĕх — 160–180 мм. Нӳрĕк раштав-кăрлачра чылай ӳкет. Çу тапхăрĕ: çу-юпа: ун чух Пахтатра чи шăрăх типĕ çанталăк тăрать (чи вĕри сывлăш, утăра +43 градус пулнă), çумăр сайра çăвать. Хĕл сезонĕ раштав-пушра; сывлăш +18 градусран ăшăрах тăмасть.
Çу-çĕртме уйăхĕсенче çурçĕр-анăç çилĕ вĕрет, Пахтатра тата таврашĕнче часах тусанпа хăйăр тăвăлĕ алхасать.
Халăх йышĕ, челхе, тĕн
тӳрлетАПШ Ирака хирĕç вăрçă (2003) пуçличчен Пахтатра 5.1 млн ытла çын пурăннă. Халĕ çын хирĕçӳре вилнипе, урăх хулана е ют çĕре тухса кайнипе халăх йышĕ самаях ӳкĕннĕ, анчах та тĕрĕс хыпар пама май çук.
Этнос енчен хула халăхĕ шутĕнче ытларах арапсем (75 %), çаплах куртсем, турккăсем, ассирисем, эрменсем, еврейсем тата урăххисем те. Патшалăх чĕлхи — арап чĕлхи, курт чĕлхи те анлă саралнă, унăн статусĕ официаллă шутланать. Тĕне тытса пыракан çынсем хушшинче Пахтатра шиит тата суннит йӳнлĕ мăсăльмансем (90 % ытла), христианлăхпа иудаисăма йĕркипе пурăнакан та чылай.
Хулан кун-çулĕ
тӳрлетХула çĕр вырăнĕнче, историксем палăртнипе, пирĕн эрăччен XIX—XVIII ĕмĕрсенче пурăну вырăнĕсем пулнă. Пахтата хăйне 762 çулта Тигр шывĕн анăç çыранĕнче никĕс хунă.
Этеп кăнарлăхĕ
тӳрлетСтатьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Тăванла хуласем
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Ашмарин Н. И. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. — Т. 9—10. — С. 147. — ISBN 5-7361-0039-8
Вуламалли
тӳрлет- Густерин П. В. Города Арабского Востока. — М.: Восток—Запад, 2007. — 352 с. — ISBN 978-5-478-00729-4
Каçăсем
тӳрлет- Пахтат Викиампарта
- Пахтат хулин кун-çулĕ: иллюстрацисемпе карттăсем. 2005 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Пахтат фотоӳкерчĕкĕсем. 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Хула хаçачĕн электронлă версийĕ, акăлчанла. 2005 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.