Хумма Çеменĕ
Хумма Çеменĕ (паспортпа Фомин Семен Фомич), — 1903 çулхи авăнăн 10-мĕшĕ, Енĕш Нăрваш ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш Ен — 1936 çулхи авăнăн 25-мĕшĕ,) — чăваш çыравçи, сăвăçи, драматургĕ, тăлмачĕ[1].
Хумма Çеменĕ | |
Çуралнă вăхăт: | Авăн, 10, 1903 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Енĕш Нăрваш ялĕ, Хусан кĕперни(халĕ Тăвай районĕ, Чăваш Ен) |
Вилнĕ вăхăт: | Авăн, 25, 1936 |
Вилнĕ вырăн: | Чăваш АССР |
Гражданлăх: | РФ ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | çыравçă, тăлмач, сăвăç тата драматург |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
1934 çултанпа СССР ÇП пайташĕ.
Пурнăçĕ
тӳрлет1903 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă.
Ялти пуçламăш, Шăхасанта икĕ класлă, ун хыççăн ялти икĕ сыпăклă шкулсенче вĕреннĕ. 1920 çулта Хусанта тухса тăракан «Канаш» хаçат редакцине тăлмач ĕçне вырнаçнă. Çав вăхăтрах çĕр йĕркеленĕвĕн техникумĕн каçхи уйрăмĕнче вĕреннĕ.
Чăваш автономине туса хунă хыççăн редакципе пĕрле Шупашкара куçнă. Хаçатăн литература ĕçченĕ, пай ертӳçи, явăплă секретарĕ тата редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. 1926 çулта Вăтам Азипе Кавказ çĕрĕсене çитсе курнă.
Пĕр вăхăт Ашхабадра тухса тăракан «Туркменская искра» хаçатра вăй хунă. 1927-1932 çулсенче Шупашкарти типографире тӳрлетекен ĕçĕсене туса пынă. 1932-1936 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература кĕнекисене пичете хатĕрленĕ.
1936 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче самай вăхăт хушши йывăр чирленĕ хыççăн вилнĕ.
Кĕнекисем
тӳрлетХумма Çеменĕ калавсемпе сăвăсем, повеçсем, роман («Йӳçлĕ-тутлă» ятлăскер), очерксемпе статьясем çырнă, вырăсларан чăвашла Н. Некрасов, А. Кольцов, А. Фет, Ян Райнис, Г. Тукай, У. Уитмен, В. Гюго, Д. Рид, В. Короленко тата ытти çыравçăсен ĕçĕсене куçарнă.
«Выçлăх çул» ятлă пĕрремĕш калавĕ 1923 çулта пичетленсе тухнă. Пурĕ 10 кĕнеке кăларнă. Унăн ĕçĕсем шкул вĕренӳ кĕнекисене кĕртнĕ.
Кĕнекисем:
Вуламалли
тӳрлет- «Чăваш литературин антологийĕ», хатĕрлекенсем: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003, ISBN 5-7670-1279-2 .
- Петров Н. Язык и стиль художественной прозы С. Ф. Фомина : Автореф. дис. … канд. филол. наук. — М.: 1963. — 150 экз.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Фомин Семён Фомич (Хумма Çеменĕ(ĕçлемен каçă)
Каçăсем
тӳрлетКу Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |