Виктор Гюго
Виктор Мари Гюго (Victor Marie Hugo), — паллă француз çыравçи. 1802 çулхи нарăсăн 26 Безансон хулинче çуралнă. 1885 çулхи çу уйăхĕн 22 Парижра вилнĕ.
Пурнăçĕ
тӳрлетВиктор Гюго пĕчĕк буржуази çемьинче çурална. Унăн кил-йышĕ Пĕрремĕш импери вăхăтĕнче социал пусми тăрăх самай хăпарнă. Ашшă Наполеон генералĕ пулнă, амăшĕ, карапсем тытаканăн хĕрĕ пулнă, роялпе вылянă.
Виктор Гюго ачалăхĕ Марсельте, Корсикăра, Эльбăра (1803-1805), Италире (1807), Мадридра (1811) иртнĕ. Ашшĕн çар служби ăçта иртнĕ — çемье çавăнта пулнă. Кашнинчех, каялла, Парижа таврăннă пулсан та.
1814-1818 çулсенче «Аслă Людовик» лицейĕнче пĕлӳ пухнă. 14 çулта (1816) çырма пуçланă.