Михаил Сунтал
Михаил Сунтал (паспорчĕпе Желтов Михаил Павлович) — чăваш сăвăçи. Тăвай районне кĕрекен Сăхăтпуç ялĕнче 1945 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче çуралнă. Михаил Сунтала 1992 çултанпа Раççей ÇП-не илнĕ.
Пурнăçĕ
тӳрлет1961 çулта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн «Красный Октябрь» колхозра ĕçленĕ, унтан Совет çарĕнче хĕсметре тăнă. 1968 çулта Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Автоматика тата телемеханика ăсти пулса тăнă. Ăна университетрах тĕпчев пайне ĕçлеме хăварнă. 1980 çулта унăн сăввисемпе калавĕсем «Хатĕр пул» журналта тата «Пионер сасси» хаçатра пичетленсе тухнă. 1984 çултан пуçласа 1988 çулчен Чăваш телевиденипе радиора ĕçленĕ.
Литературăра вăй хурса ĕçленĕ хушăрах ăслăх умĕнчи хăйĕн тивĕçне те манман. 2001 çулта философи ăслăхсен кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ. Халĕ Чăваш патшалăх университетĕнче философипе ăслăлăх методологийĕ доценчĕ пулса ĕçлет, студенсене вĕрентет.
Ӗçĕсем
тӳрлет- «Алтăр çăлтăр шерпечĕ» (1990);
- «Асамлă алгоритм» (1994);
- «Аçа çапнă чун» (1996);
- «Икĕ тĕнче хушшинче» 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. (2009);
- «Малтанхи сăвăсем» 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. (2009);
- «Çăлăнăç утăмĕсем» 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. (2009);
- «Çул çинче çырнă сăвăсем» 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. (2009);
- «Çырмари çăтмах» 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. (2009);
- «Тĕнче умĕнче» 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. (2009);
- «Хуп хушшинчи сăвăсем» 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. (2009);
- «Кун хыççăн кун» 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. (2010);
- «Пăхать-ха хĕвел пĕр хушă» 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ..
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетÇак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |