Васильев Владимир Васильевич (сăвăç)

Васильев Владимир Васильевич, (1943, утă, 1, Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Çĕнçырма ялĕнче çур.) — чăваш сăвăçи, композиторĕ[1].

Владимир Васильев
Çуралнă вăхăт: 1943, утă, 1
Çуралнă вырăн: Çĕнçырма ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg СССР Flag of Russia.svg РФ
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç, композитор
Disambig gray.svg Васильев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Disambig gray.svg Васильев Владимир хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

2000 çултанпа Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тăрать. Çавăн пекех Владимир Васильев Чăваш Республикин компзиторĕсен пĕрлешĕвĕн, Чăваш Республикин юрă-кĕвĕ пĕрлĕхĕн, Пĕтĕм союзăн куç курманнисен пĕрлĕхĕн пайташĕ шутланать.

«Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерни 20 çул» медальпе чысланă.

Клуб заведующиĕ, Ăстана пулăшаканăн вĕренекенĕ пулса ĕçленĕ. Шупашкарти прядильно-ниточнный фабрикинче (çип арлакан фабрика?) вăй хунă. 1976 çултанпа агрегат завочĕнче крановщик пулса ĕçленĕ. Завод коллективăн ветеранĕ шутланать.

Пултарулăх ĕçĕсемПравить

Пĕрремĕш сăввисем савут хаçачĕнче пичетленнĕ. 80 ытла юрă кĕвеленĕ, вĕсенчен вăтăрăшне хăйĕн сăввисем çине.

Нумай çул ятарлă пултарулăх ушкăнне хастарлă хутшăнать.

Пичетленнĕ кĕнекисемПравить

Вырăсла тата чăвашла:

  • «Тăван аслă Атăл хĕрринче» (сăвăсем, 2001);
  • «Юрăсем» (юрăсем, 2002).

АсăрхавсемПравить