Энĕшпуç (Вăрмар районĕ, сала)
Энĕшпуç, — Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи ял. Кунта малтан Энĕшпуç вулăсĕн администрацийĕ вырнаçнă пулнă.
Энĕшпуç
|

Ял çывăхĕнче Кĕçĕн Енĕш çăлкуçĕ вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ тӳрлет
Харпăр хуçалăх шучĕ — 361, халăх йышĕ — 1133 çын. 99 % пурăнакан — чăваш.
Ялта 1893—1898 çулсенче туса лартнă Иоанн Богословăн православи чиркĕвĕ пур.
Ял витĕр Вăрмар-Энĕшпуç-Тăвай автоçул пырать.
Кун-çулĕ тӳрлет
1927 çулчен Çĕрпӳ уесĕн Энĕшпуç вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн хальхи вăхăтчен Вармар районне кĕрет.
Паллă çынсем тӳрлет
- Алексеев Павел Алексеевич — Чăваш АССРĕн сывлăх сыхлавĕн тава тиивĕçлĕ ĕçченĕ
- Андреев Павел Андреевич — РСФСР тава тивĕçлĕ юрисчĕ
- Андреев Валерий Георгиевич — ăсчах, Кузнецкăн чыслă гражданинĕ (1962—1972 çулсенче ялта пурăннă)
- Архипов Петр Архипович — ЧР тава тивĕçлĕ конструкторĕ
- Григорьев Леонид Максимович — Вăрмар районĕн чыслă гражданинĕ, Чăваш Республикин промăçлăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
- Дмитриев Валерий Алексеевич — психологи ăслăхĕн кандидачĕ, полковник, СССР спорт ăсти
- Кириллова Зинаида Петровна — Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи
- Криков Иван Васильевич — ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи
- Михайлова Алина — чăваш эстрада юрăçи.
- Никифоров Юрий Васильевич — ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
- Николаев Владимир Алексеевич — Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ
- Николаев Сергей Николаевич — СССР бокс спорчĕн ăсти
- Нягин Иван Александрович — ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
- Серин Петр Федорович — ЧР тава тивĕçлĕ вăрманçи
- Шмелев Валерий Александрович — ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи
- Шмелев Михаил Александрович — РАО «ЕЭС России» тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
- Яковлев Николай Васильевич — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ юрисчĕ
Вуламалли тӳрлет
Асăрхавсем тӳрлет
Каçăсем тӳрлет
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |