Туçи марисем
Туçи мари́сем (туçи мар. Кырык мары, çаран мари Курык марий) — пĕр вырăнта пурăнакан мари халăхĕн этнолингва ушкăнĕ, чылайрахăшĕпе Мари Элри Туçи Мари, Килемарпа Юра районĕсенче, çаплах Чулхула облаçĕн Воскресенск районĕнче Киров облаçĕн Ярань районĕнче вырнаçнă.
Кун-çулĕ
тӳрлетТуçипе улăх мари хушшинчи уйрăмлăхсеми IX-XI ĕмĕрсенче сиксе тухаççĕ. Туçи мари этносĕпе этеплĕхĕ чăвашсемпе вырăссем юнашар пулнипе çуралнă, çаплах Мари ене Раççей ăшне кĕртес политика ĕç-пуçĕ чылай сĕм янă.
Кĕçĕн ушкăнсем
тӳрлетАтăлăн сылтăм енчисем — «шурмарсем» (сăрсем), «кушырмарсем» (кушергесем), «шошмарсем» (еменгашсем), «марламарсем» (елассем), «суасламарсем» (чăвашсемпе юнашаррисем); сулахай енчисем — «вăрмантисем» (кожла мары), «ветласем» (вӹтлӓ мары), «ардесем» (арде мары), «руткесем» (рӹде мары) тата ур.
Вуламалли
тӳрлет- Энциклопедия Республики Марий Эл / отв. ред. Н.И.Сараева.- Йошкар-Ола, 2009.- С.521-522