ПипарсXVI ĕмĕрти паллă чăваш паттăрĕ. Вăл хальхи Патăрьел районĕнчи Патăрьел-Пипарс ялĕнче çуралнă.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем тӳрлет

1546 çулта Хусанта, Мускав майлисем хĕтĕртнипе, Крым майлă тăракан Сафа-Гирей патшана хирĕç пăлхав çĕкленнĕ. Сафа-Гирее пĕтĕм кил-йышĕпе хуларан хăваласа кăларса янă, вара çĕнĕ патша пулма Касимов хулинче тутар ханне Шах-Алине ыйтаççĕ. Ун патне элчĕ пулса каякансем хушшинче Пипарс чăваш пикĕ те пулнă. Вăл Сăр шывĕн сылтăм çыранĕнче, хальхи Çĕрпӳ хули патĕнче пурăннă пулас. Пипарс 1546 çулта Хусан ханлăхĕпе Мускав патшалăхне туслă, килĕшӳллĕ пурăнтарас тесе тăрăшнă. Анчах кайран вырăссем чăваш çĕрĕсене туртса илме тытăннă, вăл Мускав енчен епле хăрушăлăх килнине лайăх ăнланнă. Çавăнпа вара Йăван ĕмпӳне хирĕç паттăррăн кĕрешме тытăннă. Пипарспа унăн шăллĕсем тата Катăш паттăр па Карамăш-улан 1551 çулта Йăван ĕмпӳ хурахĕсен аллине лекнĕ, вĕсене асаплантарса тискеррĕн вĕлернĕ. Пипарс тăван халăха чун-чĕререн юратакан çын пулнă, вăл чăваш халăх телейĕшĕн кĕрешсе пуçне хунă.

Вуламалли тӳрлет

  • С.М.Янтуш-Михайлов, "Очерки расселения руского племени в Козьмодемьянском уезде".
  • Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", Шупашкар, 1996.