Гордеев Виталий Ильич
Виталий Ильич Гордеев (1948 çулхи çурла, 5, Вăрманкас ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР — 2005, утă, 16, Шупашкар, Чăваш Ен) — чăваш опера юрăçи (лирика тенорĕ)[1]
Виталий Гордеев | |
Çуралнă чухнехи ят: | Гордеев Виталий Ильич |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1948, çурла, 5 |
Çуралнă вырăн: | Вăрманкас ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР, СССР |
Вилнĕ вăхăт: | 2005, утă, 16 |
Вилнĕ вырăн: | Чăваш Республики, Шупашкар |
Професси: | опера артисчĕ |
Гражданлăх: | |
Хастар çулсем: | 1975 - х.в. |
Театр: | Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ |
Рольсем: | Палля, Тевенеш, Ленский, Ватă Фауст, Ромендадо, Лёнька. |
Спектакльсем: | «Шывармань», «Чакка», «Евгений Онегин», «Фауст», «Кармен» «В бурю» |
Биографи
тӳрлет1948 çулхи çурлан 5-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи (Чăваш АССР) Вăрманкас ялĕнче çуралнă.
Шупашкарти мусăк вĕрентĕшĕнче (1974, И.В. Калентьев класĕ) пĕлӳ илнĕ, Хусанти патшалăх консерваторинче (1979, В.А. Воронов класĕ) вĕреннĕ.
Чăваш патшалăх телерадиокомпани хорĕнче (1968-па) юрланă, Киев вăрçă тăрăхĕн юоăпа ташă ансамблĕнче хĕсметре тăнă (1969–71).
1979–86 çулсенче — Чăваш мусăк театрĕн солисчĕ, 1986-па Чăваш патшалăх филармонинче, «Çавал» ансамблĕн солисчĕ. 1993–98 çулсенче «Ялан» ансамблĕн ертӳçи тата солисчĕ.
Гастрольсене Венгрие, Ирландие, Англие çӳренĕ.
2005 çулхи утăн 16-мĕшĕнче, Шупашкарта вилнĕ.