Токарев Аверий Матвеевич

Токарев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Аверий Матвеевич Токарев (18.4.1918, Кашмаш ялĕ, Чикмĕ уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районĕ), Совет Раççейĕ — 8.2.1997, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — совет чăваш мусăкçи, композитор, педагог.

Аверий Токарев
фото
Тĕп хыпар
Тулли ят Токарев Аверий Матвеевич
Çуралнă вăхăт 1918, ака, 18
Çуралнă вырăн Кашмаш ялĕ, Чикмĕ уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Совет Раççейĕ
Вилнĕ вăхăт 1997, нарăс, 7
Вилнĕ вырăн Шупашкар, Чăваш Республики, РФ
Патшалăх ССРП РФ
Профессисем XX ĕмĕрти совет композиторĕ, педагогĕ
Парнесем
РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль

Биографи тӳрлет

1918 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чикмĕ уесĕнчи (халĕ Муркаш районĕ) Кашмаш ялĕнче çуралнă.

Ача чухнех мусăк патнелле туртăннă — балалайкăпа кĕсле çинче вылянă. Çичĕ класс вĕренсе тухсан, тăван колхозра ĕçленĕ. 1935 çулта Чăваш мусăк училищине вĕренме кĕнĕ.[1] Будучи студентом, с 1936 года являлся участником Чувашского симфонического оркестра.[2] 1941 çулта мусăк вĕрентĕшĕнче диплома тивĕçнĕ. 1942 çулта Аверий Токарева Хĕрлĕ Çара йыхравланă, хĕсметре оркестр ертӳç пулнă.[3]

1944-1946 çулсенче Çар дирижёрĕсен аслă училищин (Мускав) курсанчĕ пулнă.

  Тулаш ӳкерчĕксем
  Могила А. М. Токарева

1978 çулта пенсие тухнă. 1997 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ. Хулан 5-мĕш çăвинче пытарнă.

Ӗçĕсем тӳрлет

Аверий Токарев ытларах енĕпе симфониллĕ ĕçсем çырнă. Вăл 5 симфони (1961-1986), увертюрăсем, сюитăсем, симфониллĕ ташăсем çырнă. Ытти ĕçĕсен шутĕнче çаксене асăнмалла: «Чипер пикесемпе маттур йĕкĕтсем» (1957) кĕвĕллĕ комеди, «Сарпике» (1960) балет. Вал савăн пекех оркестрпа инструментсем валли концертсем, инструментлă пьесăсем, романссем çырнă, юрăсем хывнă.


Асăнмалăх тӳрлет

  • Токарев урамĕ (Шупашкар, Чăваш Ен);
  • Асăну хăми, Шупашкар, Ленин проспекчĕ, 24
  • Токарев урамĕ (Кашмаш ялĕ, Муркаш районĕ)
  • Чăваш Республикин хальхи историн патшалăх архивĕнчи документсем[4]

Литература тӳрлет

  • Л. И. Бушуева, Ю. А. Илюхин, «Чăваш Енĕн композиторĕсем», Шупашкар, 2014.
  • Ю. А. Илюхин. Токарев Аверий Матвеевич, Краткая чувашская энциклопедия, Шупашкар, 2001.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет