Открыть главное меню

Воробьёв Алексей Иванович

Воробьёв Алексей Иванович — Совет Союзĕн Паттăрĕ[БС1 1] , [ГС 1] , [НЛ 1], 22-мĕш гварди мотострелок бригадин инженер-мина ротин взвод командирĕ (1-мĕш Украина фрончĕ, 3-мĕш гварди танк çарĕ, 6-мĕш гварди танк корпусĕ), гвардии старшини.

Алексей Иванович Воробьёв
Çуралнă вăхăт 1915 çул, юпан 12-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Çурлатăри ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР РСФСР
Вилнĕ вăхăт 1952 çул, юпан 22-мĕшĕ 22.10.1952
Вилнĕ вырăн Раççей Федерацийĕ
Пăхăнулăх Flag of the Soviet Union.svg СССР
Çар ăрачĕ пехота
Хĕсмет çулĕсем 1941—1945
Хисеп
Старшина
Чаç 1-мĕш Украина фрончĕн 3-мĕш гварди танк çарĕн 6-мĕш гварди танк корпусĕн 22-мĕш гварди мотоперевçĕсен бригадин инженер-мина роти
Командăланă взвод
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg
Ленин орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Кун-çулĕТӳрлет

1915-мĕш çулта хальхи Муркаш районĕнчи Çурлатăри ялĕнче хреçчен кил-йышĕнче çуралнă. Чăваш. Муркашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1936-1939-мĕш çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре пулнă. Кайран киле таврăнса колхозра ĕçленĕ.

Вăрçă пуçлансан каллех Хĕрлĕ Çара чĕнсе илнĕ. Тĕп, Брянск, Воронеж, 1-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă. 1943-мĕш çултан ПРКП(б)/ССКП пайташĕ. 1945-мĕш çулхи çуркунне тĕлне Воробьев гварди старшини 22-мĕш гварди мотострелок бригадин инженер-мина ротин взвод командирĕ.

1945-мĕш çулхи акан 24-мĕшĕнче çĕрле Берлинти Тельтов каналĕ урлă ишсе каçса тăшманăн хӳтĕлев йĕрне тĕпченĕ. Плацдарм валли меллĕ вырăн тупса унта батальона каçарма пуçланă. Кимĕпе канал урлă 16 рейс тунă. Аманнă пулсан та стройрах юлнă. Плацдарăмра унăн взвочĕ уйри минăсене кăларса çул уçнă.

Вăрçă хыççăн Муркашри вăтам шкулта вĕрентӳçĕ пулса ĕçленĕ. Каярах ăна С. М. Буденный ячĕллĕ колхоз председетĕлĕ пулма суйланă. Колхозсене пĕрлештерсен пысăк хуçалăхăн председатĕлĕн çумĕ пулнă. Нумай хутчен район канашĕн депутатне суйланă, ССКП райкомĕн пайташĕ пулнă.

1952-мĕш çулхи юпан 22-мĕшĕнче ĕç тивĕçне пурнăçланă чухне сарăмсăр вилнĕ.

ЧыславсемТӳрлет

АсăрхавсемТӳрлет

Биографи «Герои Советского Союза
Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382» кĕнекере az-libr.ru сайтра.
Кавалеры ордена Славы трёх степеней
Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии Д. С. Сухоруков. — М.: Воениздат, 2000. — 10 000 экз. — ISBN 5-203-01883-9» az-libr.ru сайтра.
Патшалăх паттăрĕсем
Халăх хастарлăхĕ сайтри награда лисчĕсем
  1. ^ Воробьёв Алексей Иванович. Награда хучĕ. Страницы: 1. çăлкуçран архивланă 13 Çĕртме уйăхĕн 2012. 2. çăлкуçран архивланă 13 Çĕртме уйăхĕн 2012.
Ытти асăрхавсем

КаçăсемТӳрлет