ЯштупайXVII ĕмĕр вĕçĕнче пурăннă ятлă-сумлă чăваш. Вăл хальхи Муркаш районĕнчи Çатракасси ялне кĕрекен Очăкасси ятлă пайĕнче пурăннă.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Ку Степан Разин ертсе пынă вăрçă кĕрлесе иртнĕ тапхăр пулнă. Пин-пин чăваш паттăрĕ, çав шутра Пайтул та, Туйтимĕр те çак хаяр вăрçă кăвайтĕнче çуннă. Вуншар-вуншар чăваш ялĕ ним юлми пĕтнĕ…

Патшалăх пуçлăхĕсем ăнланнă: Атăлçи вырăс мар чĕлхеллĕ халăхсене мĕнле те пулин ирĕклĕх памаллах. Çав хушăрах вĕсене урăх енпе хĕсĕрлеме меслет тупас тесе шутланă. Чăвашсен çĕрĕсене православии мăнаçтырĕсем турта-турта илме пуçланă. Çак тискер ĕçсене хирĕç вăрçăна Пихтан, Аптек, Мăрсайпа Терекен ятлă паттăрсем тухнă.

Мăнаçтырсене хирĕç саккун йĕркипех кĕрешнĕ маттур чăвашсем те пулнă. Вĕсенчен пĕри Яштупай ĕнтĕ. Шупашкарти Троицки мăнастырь мăнахĕсем ним тума аптранипе Яштупай ямахачĕн Атăл çинчи Маслаотти утравне туртса илме пуçланă. Яштупай хăйĕн юлташĕсемпе вара çак çĕре сыхласа, 1689 çулта патша патне çыру çыраççĕ. Вара Хусантан Шупашкар вăйпучĕ Б.С.Львов патне 1689 çулхи çĕртмен 10-мĕшĕнче çырнă Хут (Грамота) килет. Унта çак Маслаотти утравĕ чăнах 1594-1595 çулсенче Очăкасси ялне пуçласа янă Очăк (Отучка) Ботакова тата унăн шăллĕне Пахтăш (Бахтышка) Дигильдиева (Полгильдиева) панине ĕнентерсе çырнă. Çак Хутра çырнине ĕнентерсе Артеми Волков алă пуснă. Вара çапла Яштупай хăйĕн аслашшĕсен çĕрне-пурлăхне ют çынсем енне юхтарман.

Вуламалли

тӳрлет
  • С.М. Михайлов-Янтуш, «Грамота об именовании встарь чуваш татарами», статья, «Казанские губернские ведомости», хаçат, №13, 1854.
  • С.М. Михайлов-Янтуш, «Труды по этнографии и истории русского, чувашского и марийского народов», Шупашкар, 1972.
  • Е. Е. Ерагин, «Моргаушский край», 1994.