Пихтан
Пихтан — XVII ĕмĕрти чаплă чăваш паттăрĕ. Вăл Сăр шывĕ тăрăхĕнчи Асламас ялĕнче пурăннă.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Пурнăçĕ, ĕçĕсем
тӳрлетXVII ĕмĕрĕн вĕçĕнче Атăлçи халăхĕн çĕрĕсене чиркӳсемпе мăнаcтырсем валли турта-турта илме пуçланă. 1684 çулта ясак тӳлесе тăракан Сăр шывĕ хĕрринчи чăвашсем çакна хирĕç çĕкленнĕ. Анчах пупсемпе мăнахсем те, янтăпа пурăнма хăнăхнăскерсем, çĕнĕ çĕрсем туртса илессине хăйсен тӳрĕ ырлăхĕ тенĕ. Çак усал ĕçре Вылă çумĕнчи Николаевски мăнастырь уйрăмах палăрса тăнă. Кунти мăнахсем, пупсем çывăхри çĕрсене çеç мар, Асламас, Мучар, Янăм ялĕсен çĕрĕсене те каса-каса илме тытăннă.
Çапла вара ун чухне Пихтанпа унăн юлташĕсем кăралланса кĕрешмесĕр май çуккине питĕ лайăх ăнланса илнĕ. Вăл Мучар ялĕнче пурăнакан Аптячпа (Аптяк) тата Янăм ялĕнчи Мăрсайпа Терекен ятлă пĕртăвансемпе калаçса татăлать те пĕтĕм халăха кĕрешĕве чĕнет. Чăвашсем пĕр çын пек хăйсен çĕрне сыхлама çĕкленнĕ. Вĕсем ухăсемпе кăраланнă, сăнăсемпе пуртăсем илнĕ те хаяр кĕрешĕве тухнă. Юнлă çапăçура пусмăрçăсене ним юлми çĕмĕрсе тăкнă.
Асăрхавсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- В.Д.Димитриев, «История Чувашии XVIII века»
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», Шупашкар, 1996.
Каçăсем
тӳрлетÇак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |