Сĕнтĕрвăрри районĕ

Сĕнтĕрвăрри районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Сĕнтĕрвăрри районĕ
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Чăваш Ен
Тытăмĕ 12 муниципаллă йĕркеленӳ
Администраци центрĕ Сĕнтĕрвăрри хула
Йĕркеленĕ вăхăт 1927, авăн, 5
Район администрацин пуçлăхĕ Моисеев Юрий Федорович (19.11.2010-па)
Официаллă чĕлхе чăваш, вырăс
Пурăнан халăх (2016)
22 710 (1,84 %, 11-мĕш вырăн)
Йышлăх 33,1 çын/çм²
Наци йышĕ чăвашсем - 79,4%, вырăссем - 19%
Конфесси йышĕ христиансем
Лаптăк 686,06[1] çм² (14-мĕш вырăн)
Сĕнтĕрвăрри районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Телефон кочĕ +7 83542
Почтă индексĕсем 429240
Сайчĕ
Координатсем: 55° с. ш. 46° в. д. / 55° с. ш. 46° в. д. / 55; 46 (G) (O)
Сĕнтĕрвăрри районĕн картти

Чăваш Ен çурçĕр енче вырнаçнă. 1927 çулхи авăнăн 5 туса хунă. Çурçĕрпе хĕвелтухăç чикки Атăл юханшывĕ тăрăх иртет. Хĕвеланăç енче Шупашкарпа Çĕрпӳ районĕсемпе, кăнтăр енче Куславкка районĕпе юнашар вырнаçнă. Хĕвеланăçпа хĕвелтухăç енелле 27 çухрăма, çурçĕртен кăнтăралла 36 çухрăма сарăлнă. Лаптăкĕ 686,1 км2 танлашать. Район пуçлăхĕсем Шупашкартан 36 çухрăмра ларакан Сĕнтĕрвăрри хулинче вырнаçнă.

Халăх йышĕ Тӳрлет

1999 çул пуçламăшĕ валли районта пĕтĕмпе 28,2 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 11,1 пин(39%) — хула çыннисем, 17,1 пин(61%) — ял çыннисем шутланнă. хула çыннисем Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнаççĕ, ял çыннисем — 78 ялта. Ялсенче вăтамран 243 çын пурăнать.

Ытларах пайĕпе чăвашсем (79,4%) пурăнаççĕ.

Администрациллĕ пайлану Тӳрлет

Çул-йĕр Тӳрлет

Района юханшыв тата автомобиль транспортчĕсем аталаннă. Автомобиль çулĕсен тăршшĕ 129 çухрăмпа танлашать. Юханшыв çулĕсем — 45 çухрăм.

Атăл çинче Сĕнтĕрвăрри пристанĕ вырнаçнă. Ун урлă строительство тата ытти таварсене туртараççĕ. Çыранĕсем çинче ни епле те сооружени туса хуман, тултарас-пушатас ĕçсене хăй тĕллĕн пулнă çыран çинчех иртереççĕ.

Автомобиль транспорчĕ çинче пĕтĕм калăпăшран тавар туртарăвĕсен калăпăшĕ 47%, пассажир туртарăвĕсен калăпăшĕ 87% çитет. Автомобиль транспорчĕ çине районти туртарас ĕçсен ытларах пайĕ килет.

Паллă çынсем Тӳрлет

Литература Тӳрлет

  • Дмитриев С. К. «Мариинский Посад: Исторический очерк.» — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1990 — 173с.
  • «Мариинско-Посадская сторона — новь и старина: летопись района.» — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1999. — 149с.

Асăрхавсем Тӳрлет

Каçăсем Тӳрлет