Салампек Иван Яковлевич

Салампек Иван Яковлевич (Яковлев, 1906 çулхи юпан 29-мĕшĕ, Шĕнерпуç ялĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш Ен1973 çулхи раштавăн 15-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш АССР), — чăваш çыравçи

Мван Саламбек
Çуралнă чухнехи ят: Яковлев Иван Яковлевич
Çуралнă вăхăт: 1906, юпа, 29
Çуралнă вырăн: Шĕнерпуç ялĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1973, раштав, 15
Вилнĕ вырăн: Шупашкар Чăваш АССР
Гражданлăх: СССР
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç, редактор
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

[1][2]

1934 çултанпа СССР ÇП пайташĕ.

Биографи

тӳрлет
 

Чăваш Енĕн Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче 1906 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче чухăн çын кил-йышĕнче çуралса ӳснĕ.

1921 Шупашкарти педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. Ун чухне комсомол та пулса тăнă. 1926 çултанпа Шупашкар хулинчи комсомол комитетĕнче тăрăшнă, çавăнти çамрăксен хаçатне кăларас ĕçе хутшăннă.

1927-1928 çулсенче Элĕк районĕнчи комсомол комитечĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ. 1928 çулта «Çамрăк коммунист» хаçатăн редактор пулса ĕçле пуçланă. Çав вăхăтра «Хатĕр пул» пионер хаçатне те редакциленĕ.

1932 çулта Нацисен ăслăх-тĕпчев тĕп институчĕн аспирантурине пĕлĕве ӳстерме кĕнĕ. Вĕренсе пĕтерсен, 1935-1937 çулсенче Чăваш педагогика институтĕнчи ректор çумĕ вырăнĕнче вăй хунă, педагогика дисциплинипе студентсене ăс панă.

Ун хыççăн Улатăрти педагогика училищĕн директорĕнче ĕçленĕ. «Чăваш коммуни» хаçатăн редакци пуçлăхĕ пулса вăй хунă.

Çыравçă çулне 1933 çулта пичетленĕ «Иштул» романран пуçланă. Кайярах «Велиме» драмăна, «Каçĕ, мĕншĕн кĕске-ши?», «Уйăх хăпарсан» калавсене çырнă. Чи пĕлтерĕшлĕ ĕçне «Пĕрмĕш юрату» романа теççĕ. Унта вăл коллективизаци çулсенчи комсомол организацийĕсене йĕркеленине кăтартса парать.[3]

1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче Иван Саоампека ареслеççĕ, Мари лагерĕсене айăпласа ăсатаççĕ. Фронта яма ыйтса çырнине тивĕçтермен

«Без врагов народа победим врага

. Пĕр çулталăк çурăран ирĕке кăларнă. 1948 çулта каллех шара лекнĕ Салампек — ăна 8 çуллăха Çĕпĕрти лагерьсене хупнă. Абакан – Тайшет чукун çулне хума тӳр килнĕ. Лагерьсече Лев Гумилевпе туслашнă

«Может быть, Вы помните, что в Междуречье я много писал на цементной бумаге, сидя то в КВЧ, то в бухгалтерии. Это «Хунну» (история Срединной Азии в древние времена). Выйдет, очевидно, нынче весной, и мне будет весьма отрадно узнать Ваше мнение. Но следующая книга, тоже подготовленная к печати, «Древние тюрки» должна быть интереснее. О хуннах слишком мало сведений, и, хотя я учел все, получается только «театр теней», силуэты, а не портреты. А древние тюрки — это уже «кино» с перспективой, индивидуальными особенностями и даже с собственной речью. Задача возродить их к новой жизни на страницах книги полностью увлекла и поглотила меня. Думаю, что и Вам это небезразлично, ведь это предки вашего народа. Очень жаль, что не могу читать на чувашском языке. Мне следовало бы просить Вас дать мне несколько уроков…»

тесе çырнă паллă тĕпчевçĕ 1960 çулта Иван Яковлевич патне. Кĕçех Иван Саламбек патне иккĕ кĕнеке — «Слово о словах» тата «Хунну» — парне çитнĕ. Иккĕмĕшĕ çине çапла çырнă пулнă

«Саламбеку от Арсланбека»

.

Çавăн пекех Салампек Иванĕ Яковлев Иван Яковлевич йĕркеленĕ Чĕмпĕрти чăваш шкул историне тĕпченĕ.

1973 çулхи раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Илемлĕ литература

тӳрлет
  • «Иштул», роман, 1933
  • «Велиме», драма, 1940
  • «Каçĕ мĕншĕн кĕске-ши?», калавсен пуххи, 1944
  • «Уйăх хăпарсан», калав, 1946
  • «Иксĕлми шанчăк», калав, 1947
  • «Тумхахла çул», калав, 1958
  • «Пĕрмĕш юрату», роман, 1970; 1970

Ăслăх ĕçĕсем

тӳрлет
  • «Первый чувашский педагог», (1948);
  • «Иван Яковлевич Яковлев» (1948);
  • «Симбирская учительская школа и ее роль в просвещении чувашей» (1959).

Вуламалли

тӳрлет
  1. Айăпсăр синкер курнисем : Иван Саламбек / П. Ялкир хатĕрленĕ // Ялав. – 1989. – № 4. – С. 17.
  2. Иван Саламбек // Ялав. – 1986. – № 10. – С. 27.
  3. Иван Саламбек // Тăван Атăл. – 1976. – № 10. – С. 79-80.
  4. Тихонов, П. Сăпайлăх пултаруллă пулма чармасть / П. Тихонов // Хыпар. – 2006. – 19 раштав.
  5. Элĕкре ĕçленĕ // Пурнăç çулĕпе (Элĕк р-нĕ). – 1997. – 27 сент.
  6. Юрьев, М. Иван Саламбек / М. Юрьев // Тăван Атăл. – 1966. – № 5. – С. 95
  7. Ялкир, П. Айăпсăр синкер курнисем / П. Ялкир // Хыпар. – 2003. – 20 çĕртме.
  8. Абрамов, В. А. Саламбек (Яковлев) Иван Яковлевич / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 612.
  9. Афанасьев, П. Саламбек (Яковлев) Иван Яковлевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 351-352.
  10. Еливанова, Г. «Саламбеку от Арсланбека» / Г. Еливанова // Совет. Чувашия. – 2006. – 2 нояб. – С. 7.
  11. Тимуков, А. Н. Саламбек (Яковлев) Иван Яковлевич / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 359.
  12. Тихонов, П. Сӑпайлӑх пултаруллӑ пулма чармасть / П. Тихонов // Хыпар. – 2006. – 19 раштав. – С. 4.
  13. Яковлев (Саламбек) Иван Яковлевич // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930-2005. – Чебоксары, 2005. – С. 176.
  14. . Яковлев (Саламбек) Иван Яковлевич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 538.
  15. Яковлев (Саламбек) Иван Яковлевич // В трагические годы : репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые = Синкерлӗ ҫулсенче : репрессие лекнӗ чӑваш писателӗсем, журналисчӗсем тата ӑсчахӗсем. – Чебоксары, 2013. – С. 274-277.
  16. Ялгир, П. Саламбек (Яковлев) Иван Яковлевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 99-100.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет