Мартьянова Любовь Васильевна
Мартьянова Любовь Васильевна (1950 çулхи раштавăн 16-мĕшĕ, Карапаш ялĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш Республики çур. - 2022 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕ), — чăваш сăвăçи.
Любовь Мартьянова | |
Çуралнă чухнехи ят: | Мартьянова Любовь Васильевна |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1950 çул, раштав, 16 |
Çуралнă вырăн: | Карапаш ялĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР |
Гражданлăх: | ССРП РФ |
Ĕçлев тĕсĕ: | поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
1986 çултанпа СССР ÇП пайташĕ.
Пурнăçĕ
тӳрлет1950 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ялĕнче çуралнă.
Октябрьски вăтам шкулĕнче, Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Ун хыççăн Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Турхан вăтам шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1977 çултанпа «Тăван Атăл» журнал редакцийĕнче тăрăшать, малтан корректор пулнă, 1980 çулта поэзи пайĕн редакторĕ пулма уйăрса лартнă.
Пултарулăх ĕçĕсем
тӳрлет- «Эп чĕртнĕ вучах» (1982);
- «Сенкер ачалăх» (1983);
- «Шурă юр юрри» (1986);
- «Йышăнман сăмахсем 2020 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.» (1991);
- тата ыттисем.
Ун сăввисемпе «Чечек акрăм та», «Аса ил», «Сарă çулçăсем» тата ытти юрăсене хывнă.
Тӳнтер
тӳрлетХĕрнĕ хăйăр çинче - манăн ĕмĕт.
Виçĕ ĕмĕт те виç çухату.
Çамрăк ĕмĕр иртсен - мĕн юлать?
Пĕр çут ĕмĕт те пĕр юрату.