Тăван Атăл (журнал)
Тăван Атăл, — чăваш çыравçисен илемлĕ литература журналĕ.
Тăван Атăл | |
---|---|
Специализаци: | литература/ культура/ ӳнер |
Кăларăм тапхăрлăхĕ: | кашни уйăхра |
Чĕлхе: | чăваш |
Тĕп редакторĕ: | Т. Г. Вашуркина |
Кăларакан (патшалăх): | журнал редакцийĕ, Чăваш Республикин культура, наци, информатика политикин тата архив ĕçĕн министерстви (Чăваш Республики, РФ) |
Каларăм кун-çулĕ: | 1965 çултанпа халиччен |
Тираж: | 2000 яхăн экз. |
| |
Веб-сайт: http://hypar.ru/ru/tavan-atal |
Журнала Хыпар издательство çурчĕ кăларать. Уйăхра пĕрре тухса тăрать.
Тĕп редактор — Т. Г. Вашуркина.
Кунçулĕ
тӳрлет1931 çулта «Трактăр» ятпа çуралнă. 1965 çулччен илемлĕ литература альманахĕ шайĕнче тухнă. 1940-1944 çулсенче (пурĕ 17 кĕнеке) «Илемлĕ литература» ячĕпе пичетленнĕ. 1944 çулта 18 кĕнекине пичетленĕ чухне ятне хальхи çине улăштарнă. 1965 çулхи иккĕмĕш номерĕ хыççăн тапхăрпа тухакан журнал шутланать.
Журнала тĕрлĕ тапхăрта Чăваш Енри паллă çыравçăсем — В.Краснов-Асли, Л.Агаков, А.Алка, П.Хуcанкай, Я.Ухсай, Г.Ефимов, Ю.Скворцов, Х.Уяр, А.Емельянов, А.Галкин, В.Давыдов-Анатри, М.Волкова, М.Ухсай, А.Кăлкан, Г.Орлов, Ю.Сементер, М.Сэниель, Н.Теветкел, Л.Таллеров, П.Эйзин тата ыттисем — хăйсен ĕçĕсене шанса панă.
Журнал редакторĕсем
тӳрлетÇав. пекех
тӳрлет- Атăл юрри, альманах, 1919 - халиччен, Чĕмпĕр.
- «Шурӑмпуҫ» журнал, 1919-1921, Чĕмпĕр.
- «Утăм» журнал, 1928-1929, Хусан.
- «Хӗрлӗ Урал» журнал, 1934-1936, Ӗпхӳ.
- «Вӑтам Атӑл» журнал , 1931-1935, Самар.
Асăрхавсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Журналăн çĕнĕ номерĕ пирки пĕлтерни 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
- Хĕветĕр Агивер асилĕвĕсем(ĕçлемен каçă)
Ку пичет кăларăмĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |