Краснов-Асли Василий Иванович
Краснов-Асли Василий Иванович (1900 çул, кăрлачăн 6-мĕшĕ, Кипеккасси ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Тутарстанăн Пăва районĕ), — чăваш прозăçĕ.
Василий Краснов-Асли | |
Çуралнă вăхăт: | 1900 çул, кăрлачăн 6-мĕшĕ |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Кипеккасси ялĕ, Хусан кĕперни |
Вилнĕ вăхăт: | 1978 çул, юпан 19-мĕшĕ |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш АССР |
Гражданлăх: | ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | проза |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Парнесем: | Чăваш АССР Ӗç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнеки |
Чыславсем: | Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1970) |
СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.), 1975 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Ленин орденне тивĕçнĕ, унăн ятне 1970 çулта Чăваш АССРĕн Ӗç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.
Пурнăçĕ
тӳрлет1900 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче Тутарстанăн Пăва районĕнчи Кипеккасси ялĕнче çуралнă.
Я. М. Свердлов ячĕпе хисепленекен коммунистсен университетĕнче, хĕрлĕ профессура институтĕнче вĕреннĕ.
Донбассра шахтёр пулса вăй хунă. Çĕрпӳ тата Йĕпреç ВКП(б) уес комитечĕсен секретарĕ, Чăваш обкомĕн пропоганда уйрăмĕн заведующийĕ, Вăрнар райком партийĕн секретарĕ пулнă. Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.
1937 çулта репрессине лекнĕ, 1956 çулта ырă ятне тавăрнă.
Граждан вăрçине хутшăннă.
1978 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта çĕре кĕнĕ.
Ӗçĕсем
тӳрлетУнăн романĕсемпе повеçĕсем пурĕ 20 ытла кĕнекере тухнă: