Пăва районĕ, — Тутарстанăн кăнтăр-анăç енче вырнаçнă район. Администраци Пăва хулинче вырнаçнă. Район пуçлăхĕ — Камартдинов Ранис Рафисович.

Район çурçĕр енче Апас районĕпе, тухăç енче — Теччĕ районĕпе, кăнтăр-анăç енче — Çĕпрел районĕпе юнашар вырнаçнă. Çавăн пекех анăç енчи чикки Чăваш Енпе, кăнтăр енчи чикки Чĕмпĕр облаçĕпе юнашар иртет.

Район тăрăх нумай юханшыв юхать: Сĕве, Хырла тата ыттисем.

Транспорт тӳрлет

Район тăрăх Хусан-Ульяновск чукун тата автомобиль çулĕсем иртеççĕ.

Экономика тӳрлет

Районта ытларах ялхуçалăх аталаннă. Сахăр кăшманĕ, кĕрхи тата çурхи тулă, ыраш, урпа, пăрçа ӳстереççĕ. Пăва хулинче сахăр завочĕ вырнаçнă. Мăкăр ялĕ çумĕнчи карьерта акшар кăлараççĕ.

Культура тӳрлет

Пăва районĕнче ĕ? культура учрежденийĕ, çав шутра: 34 ялти культура çурчĕ, 32 ял клубĕ. 2000-мĕш çултан районта «Буа дулканнары» телерадиокомпани ĕçлет. Рйонта "Байрак" хаçата вырăсла, тутарла тата чăвашла пичетлеççĕ. Районта 7 шкул, вĕсенчен 8 - хулара, аслă пĕлӳ заведенисен 7 филиалĕ.


Паллă çыннисем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет