Петров Константин Константинович
Петров Константин Константинович (1924 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ,Пимĕрçел ялĕ, Пăва районĕ Тутар АССР — 2007 çулхи чӳкĕн 2-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Ен}}) — чăваш çыравçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ. 1976 çултанпа СССР ÇП пайташĕ. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994).[1]
Константин Петров | |
Çуралнă вăхăт: | 1924 çулхи акан 1-мĕшĕ |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Пимĕрçел ялĕ, Пăва районĕ Тутар АССР |
Вилнĕ вăхăт: | 2007 çулхи чӳкĕн 2-мĕшĕ |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Ен |
Пăхăнулăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи |
Жанр: | повеç, роман, калав |
Пурнăçĕ
тӳрлет1924 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тутарстанăн Пăва районĕнчи Пимĕрçел ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕрти Чăваш педагогика училищинче, ССКП ТК çумĕнчи Партин аслă шкулĕнче вĕреннĕ.
1942-1945 çулсенче çар хĕсметĕнче тăнă. Чылай вăхăт Хусанта чăвашла тухса тăнă «Хĕрлĕ Ялав» хаçат редакцинче ĕçленĕ. Çав хушăрах аслă пĕлӳ илнĕ. 1963-1990 çулсенче Хусанта тата Шупашкарта университетсенче журналистика ăсталăхĕсене вĕрентнĕ.
2007 çулхи чӳкĕн 2-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
тӳрлетЛитература ĕçĕсене вăрçăчченех тытăннă.
Кĕнекисем:
Вуламалли
тӳрлет- Абрамова, А. Чăн–чăн геройпа унăн сăнарне тăваканĕ, Тăван Атăл. – 1997. – № 2. – С.64–68.
- Айдаш, Ю. Редактор хушса калани, Тăван Атăл. – 2000. – № 4. – С. 46.
- Алексеев, О. Ăна çамраксем юратса вулаççĕ, Çилçунат.– 1999. – № 3–4. – С. 38–39.
- Григорьев, Н. Сăмах астисен йăхĕнчен, Сăмах вăйне туйса. – Шупашкар, 1992. – С. 90–113.
- Григорьев, Н. Ăста прозаик, Ялав. – 1996. – № 6. – С. 115–122.
- Григорьева, О. Манăн тете, Çилçунат. – 1999. – № 3–4. – С. 39.
- Данилов, А. “Хыпар“ тĕпчевçи, Хыпар. – 1999. – 21 кaрлач.
- Кaвак хуппи уcaлсан // Ялав. – 1997. – № 10. – С. 104–107.
- Сементер, Ю. Поэтaмăр сăнарне тĕпчекен роман, Хыпар. – 2002. – 14 cу.
- Сементер, Ю. Тивĕçлĕ хак, пысăк чыс, Ялав. – 1999. – № 5. – С. 71–72.
- Чаржов, Г. Хайлавсенче пурнăç вĕресе тарать, Хыпар. – 1999. – 2 ака.
- Васильев, В. Сеспель–поэт остается гением, а как человек – тайной, Совет. Чувашия.– 1999.– 30 сент.
- Погильдяков, В. Взор к звездам, Совет. Чувашия. – 1999.– 16 сент.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Чăваш Енĕн çыравçисем 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.