Чебоксаров Владимир Игнатьевич

Чебоксаров Владимир Игнатьевич (1929, пуш, 23, Тутар АССР, Пăва районĕ, Элшел ялĕ - юпа, 12, 2010, Шупашкар, Чăваш Ен) — чăваш çыравçи [1]. уралнă.

Владимир Чебоксаров
Чебоксаров Владимир Игнатьевич
Çуралнă вăхăт: пуш, 23, 1929
Çуралнă вырăн: Элшел ялĕ, Тутар АССР, СССР
Вилнĕ вăхăт: юпа, 12, 2010
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Гражданлăх: СССР РФ
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи
Тĕлĕ: соцреализм
Жанр: калав, повеç, очерк

1976 çултанпа СССР (халĕ Раççей) ÇП пайташĕ.

Биографи тӳрлет

1929 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Тутарстанăн Пăва районĕнчи Элшел ялĕнче çуралнă.

Хусанти юханшыв техникумĕнче вĕреннĕ. Вятка, Чулман Атăл, Атăл тăрăх туртса çӳрекен пăрахут çинче ĕçленĕ. Тинĕс-Çар флотĕнче хĕсметре тăнă.

1956 çулта Шупашкара куçса килнĕ, электроаппаратура заводĕнче ĕçлеме тытăннă, каярахпа агрегат заводне куçнă. Тăватă çул хушши СССР Литфончĕн чăваш уйрăмĕнче ĕçленĕ.

Ӗçĕсем тӳрлет

«Тинĕс тĕпĕнче» ятлă пĕрремĕш кĕнеки 1971 çулта пичетленсе тухнă.

Паллăрах кĕнекисем:

  • «Вутпа тимĕр» (1975);
  • «Утăм хыççăн утăм» (1979);
  • «Пилĕк минут» (1987);
  • «Кӳршĕсем» (1989)

Асăрхавсем тӳрлет