Петĕр Эйзин

(Эйзин Пётр Егорович ҫинчен куҫарнӑ)

Петĕр Эйзин (паспортри хушамачĕ Дмитриев Пётр Егорович), — чăваш сăвăçи. 1943 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Энехмет ялĕнче çуралнă.

Петĕр Эйзин
Çуралнă вăхăт: Авăн, 1, 1943
Çуралнă вырăн: Энехмет ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçĕ тата тăлмачĕ
Парнесем: Митта Ваçлей ячĕллĕ преми лауреачĕ (1997)
Чыславсем: Чăваш Ен культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1994)

Чăваш Енĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1994), Митта Ваçлей ячĕллĕ преми лауреачĕ (1997).

СССР ÇП пайташĕ (1980 ç.)

Пурнăçĕ тӳрлет

1943 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Энехмет ялĕнче çуралнă.

1965 çулта И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Ялти шкулта ачасене вĕрентнĕ, 1965-1966 çулсенче хĕсметре тăнă. 1967-1968 çулсенче — Красноармейски районĕн хаçатĕнче ĕçленĕ. 1968 çултанпа Чăваш кĕнеке издательствинче тӳрлетекен, редактор пулса ĕçленĕ.

1968 çултанпа — тĕп редактор. Лирика тата ачасен сăвăсен пуххисем. Хăйтĕлĕллĕ верлибр мелĕсене аталантарать.

Пултару ĕçĕсем тӳрлет

Хайлавсем 1962 çултанпа пичетленеççĕ. Пурĕ 10 кĕнеке пичетлесе кăларнă:

  • «Кавайт» (1976);
  • «Сар хĕвел» (1979);
  • Çĕмĕрт çути (1980);
  • «Юлашки тумлак» (1982);
  • «Весенняя капля» (Çурхи тăмлам, вырăсла, 1982);
  • «Анне пехилĕ» (1986);
  • «Юлашки çил-тăман» (1991);
  • Савни юррисем (2003);

«Венгр юмахĕсем» пуххине чăвашла куçарнă.

Вуламалли тӳрлет

  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "Аликовская энциклопедия", редколлеги: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.
  • «Чăваш литературин антологийĕ», хатĕрлекенсем: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .

Асархавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет