Таллеров Лаврентий Васильевич

Лаврентий Васильевич Таллеров (1929 çул, кăрлач уйӑхӗн 27-мĕшĕ, Нĕркеç ялĕ, Комсомольски районĕ, Чăваш АССР2013 çул, çу уйӑхӗн 15-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Ен[1]) — чăваш çыравçи, Ҫ. Элкер премийӗн лауреачӗ (1974), Чăваш АССР культурӑн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1981), Чăваш халăх çыравçи (1988), СССР ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташĕ (1976)[2].

Лаврентий Таллеров
Çуралнă вăхăт: 1929 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Нĕркеç ялĕ, Комсомольски районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 2013 çулхи çăвăн 15-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Шупашкар Чăваш АССР
Гражданлăх: ССРП РФ
Ĕçлев тĕсĕ: проза
Жанр: публицистика
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Парнесем: Чăваш Республики журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн С. Элкер ячĕллĕ парни
Чыславсем: Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1981), Чăваш халăх çыравçи (1988)

Пурнăçĕ

тӳрлет

1929 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнче çуралса ӳснĕ.

Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкулта вĕреннĕ. Ӗçленĕ хушăрах Алапӳри (Тутарстан) библиотека техникумне пĕтернĕ. Нумай çул хушши районти "Октябрь ялавĕ" хаçат редакторĕ вырăнĕнче тăрăшнă.

1969 çулта Шупашкара куçса килнĕ. Вуннă çула яхăн "Коммунизм ялавĕ" хаçат редакцин культура, литература тата ӳнер пайне ертсе пынă. Унтан "Тăван Атăл" редакцине ĕçлеме куçнă, яваплă секретарь, тĕп редактор çумĕ пулнă, 1985-1989 çулсенче тĕп редакторта ĕçленĕ.

Чыславсемпе парнесем

тӳрлет

Литературăри пысăк çитĕнӳсем тунăшăн ăна Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1981) тата Чăваш халăх çыравçи (1988) хисеплĕ ячĕсене панă.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

"Хурăн шывĕ" (1975), "Култарам-ха арăмран" (1977), "Юхать юхан шыв" (1978), "Сăпка юррисем" (1979), "Çăлтăр витĕр çул курăнать" (1983), "Хĕвел çаврăнăш- ылтăн çӳç" (1986), "Эрхип мăнукĕ Эрхип" (1992), "Йĕркеллĕ çын асапĕсем", "Шеремет"; вырăcла- "Звезда путеводная" (1992).

Вуламалли

тӳрлет
  1. Агивер, Х. Энтрюш юратăвĕпе литературăн сиплĕ сывлăшĕ / Х. Агивер // Хыпар. – 2006. – 19 утă.
  2. Айдаш, Ю. Кун-çулăн анлă тĕкĕрĕ / Ю. Айдаш // Тăван Атăл. – 2006. – № 4. – С. 2-3.
  3. Алексеева, С. Явăнать сăмах вĕренĕ // Хыпар. – 2006. – 15 нарăс. – С. 3. – (Литературăпа ӳнер кăларăмĕ).
  4. Артемьев, Ю. Самана чăтлăхĕнче пытарăнакан чăнлăх / Ю. Артемьев // Хыпар. – 2009. – 27 кăрлач. – С. 4.
  5. Артемьев, Ю. М. Турра ӗненни пире шухӑшлама чармасть : [Чӑваш халӑх писательне Лаврентий Васильевич Таллерова аса илни] / Ю. М. Артемьев // Хыпар. – 2013. – 23 ака. – С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
  6. Грузин, В. Шереметех-ши? / В. Грузин // Тăван Атăл. – 2007. – № 10. – С. 125-127.
  7. Краснова, Т. «Лаврентий Таллеровăн чĕлхи тимĕр пек янăрать» / Т. Краснова // Хыпар. – 2009. – 29 кӑрлач. – С. 4.
  8. Кузьмин, В. П. Тăван çĕр туртăмĕ // Кузьмин, В. П. Илем çăлтăрĕсем / В. П. Кузьмин. – Шупашкар, 2006. – С. 139-140.
  9. Павлова, А. «Ан сӳнтĕр чун çути...» / А. Павлова // Чăваш хĕрарăмĕ. – 2009. – 24-30 кăрлач (№ 2). – С. 11.
  10. Пултаракансемпе култаракансем // Капкăн. – 2009. – № 3. – С. 20.
  11. Таллеров, Л. Ушкӑн-ушкӑн аса илӳ : [автобиографилле очерк] / Л. Таллеров // Хыпар. – 2010. – 24, 25 чӳк.
  12. Таллеров Лаврентий Васильевич : [некролог] // Хыпар. – 2013. – 16 пуш. – С. 14 : портр.
  13. Федоров, Г. И. Ҫӗнӗ ӗмӗр йыхравӗ : чӑваш халӑх писателӗ Л. В. Таллеров – сакӑр вуннӑра / Г. И. Федоров // Тӑван Атӑл. – 2009. – № 1. – С. 3-5.
  14. Афанасьев, П. Таллеров Лаврентий Васильевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 395-396.
  15. Григорьев, В. Я. Таллеров Лаврентий Васильевич / В. Я. Григорьев // Энциклопедия Комсомольского района. – Чебоксары, 2009. – С. 581-582.
  16. Таллеров Лаврентий Васильевич : [некролог] // Совет. Чувашия. – 2013. – 16 марта. – С. 4 : портр.
  17. Тимуков, А. Н. Таллеров Лаврентий Васильевич / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 396.
  18. Федоров, Г. И. Таллеров Лаврентий Васильевич / Г. И. Федоров // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 180.
  19. Ялгир, П. Таллеров Лаврентий Васильевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 110-111

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет