Алапӳ
Алапӳ е Улавăкăр (тут. Alabuğa, выр. Елабуга) — Тутарстан хули, Алапӳ районĕн административлă тĕпĕ.
Алапӳ хулин тата Алапӳ районĕн пуçлăхĕ, Алапӳ пĕрлешӳллĕ канашĕн халăх депутатачĕсен ертӳçи — Гафуров Ильшат Рафкатович (1998 çулхи ака уйăхĕнчен).
Тавралăхĕ
тӳрлетХула Чулман Атăлăн сылтăм çыранĕнче, Тойма шывĕ юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. Хусана çитме — 215 çухрăм. Çĕр лаптăкĕ — 18,4 çм².
Халăх йышĕ, хула тытăмĕ
тӳрлет2005 çулта 69,4 пин çын пурăннă. 1995 çулта — 65,8 пин çын. Халăх çыравĕ (1989) тăрăх: кунта вырăссем (58,7 %), тутарсем (34,3 %), чăвашсем (1,7 %) пурăнаççĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлетХула Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн карманĕ пулнă, халĕ кунта карманăн авалхи ишĕлчĕкĕсем (Чёртово городище) пур. 2007 çулта Алапӳ 1000 çул тултарать. Çавăн пирки пысăк уяв пулать!
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетÇак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |