Львов Пётр Константинович

Львов Пётр Константинович, (1932, авăн, 17, Лĕпсер ялĕ, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР - 2008, ҫу уйӑхӗ) — чăваш прозăçĕ, сăвăçĕ, тăлмачĕ, литература критикӗ.

Пётр Львов
Çуралнă вăхăт: 1932, авăн, 17
Çуралнă вырăн: Лĕпсер ялĕ, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт: 2008, çу
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă, тăлмач
Жанр: драматург, прозăç, сăвăç
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Чыславсем: Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1993 ç.)

СССР ÇП пайташĕ (1963), Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1993)[1][2]

Пурнăçĕ тӳрлет

1932 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Лĕпсер ялĕнче çуралнă.

Шупашкар районĕнчи Шемшер вăтам шкулĕнче вӗренсе тухсан, Шупашкарти учительсен институтӗнче аслă пĕлӳ илнĕ. ВЛКСМ Ишлей райкомӗнче, ВЛКСМ Чӑваш обкомӗнче, «Молодой коммунист» хаçатра ĕçленĕ, «Ялав» журналăн яваплă секретарĕ, тĕп редактор çумĕ, «Тăван Атăлăн» тĕп редакторĕ пулса тăрăшнă. Унтан Чӑваш телекураӗнче, Чӑваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн правленинче ĕçленĕ. 1963 çултанпа СССР çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тӑнӑ. Пӗрремӗш сӑввисем 1950-мӗш ҫулсен пуçламăшĕнче пичетленме тытăнă. Ытларах проза жанрӗнче палӑрнӑ.

Ҫыравҫӑ 2008 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.

Пултарулăх ĕçĕсем тӳрлет

Калавсем, повеçсем, сăвăсем çырать. Пурĕпе 10 кĕнеке тухнă:

  • «Шăпчăк юрри» (1958);
  • «Чĕререн» (1959);
  • «Хăю ăстисем» (1962);
  • «Чĕлхесĕр купăс» (1964);
  • «Сар кун» (1977);

Украинран чăваш чĕлхине Л. Украинкăн, С. Шуртаковăн, П. Левчаевăн, В. Юксернăн, В. Ильинан ĕçĕсене куçарнă.

Асăрхавсем тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

  • Афанасьев, П. Львов Петр Константинович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 244-245.
  • Львов Петр Константинович // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. – Че-боксары, 2008. – С. 189.
  • Львов Петр Константинович // Союз чувашских писателей. – Чебоксары, 2002. – С. 59-60.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет