Леся Украинка

Леся Украинка (паспортпа Лариса Петровна Косач-Квитка), — паллă украин сăвăçи, çыравçи. 1871 çулхи нарăсăн 25-мĕшĕнче Новоград-Волынски хулинче çуралнă. 1913 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Сурами хулинче вилнĕ.

Леся Украинка 1887 çулта

Ялтăра Леся Украинкăн музейĕ пур.

Пурнăçĕ

тӳрлет

Амăшĕ — Елена Пчилка çыравçă, ашшĕ — литературăпа живописе юратакан улпут пулнă. Вĕсен килĕнче час-часах çыравçăсем, юрăçсем, художниксем пухăннă. Леся тĕплĕн ют чĕлхесене вĕреннĕ. Ку вăл ăна ют чĕлхе çинчи литература ĕçĕсемпе паллашма май панă.

1881 çулта вăл сасартăк вăйлă чирлесе ӳкнĕ. Сылтăм ури питĕ вăйлă ыратма тапратнă. Тĕрлĕ диагноз лартнă хыççăн тухтăрсем ăна кайран тин çеç тĕрĕсине лартнă — шăмă туберкулёзĕ. Пĕрремĕш операци тунă хыççăн унăн алли аманса юлнă.

Ăна Египетра, Грецире, Германире тата Австринче сипленĕ, анчах та ку пĕтĕмпех калăхах пулнă. 1913 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Грузинчи Сурами хулинче вилнĕ. Ăна Киев хулинче пытарнă.

Пултарулăхĕ

тӳрлет

Ӗçĕсем

тӳрлет

Леся 5 çӳлтанпа пĕчĕк пьесăсем çырса выляма пуçланă. Сакăр çула çитсен пĕрремĕш сăввине çырнă. Çырма 12 çултан пуçланă. Чи малтанхи ĕçĕсем шутне Гогольĕн «Вечера на хуторе» куçарăвĕ кĕрет.

Леся Украинкăн ĕçĕсене чăвашла та куçарнă.

Каçăсем

тӳрлет