Хусанкай Пётр Петрович
Петĕр Хусанкай (Хусанкай Пётр Петрович) (1907, кăрлач, 22 Сиктĕрмe (халĕ Сиктĕрме-Хуcанкай ялĕ, Тутарстанăн Элкел районĕ), Хусан кĕперни — 1970, пуш, 4 Шупашкар, Чăваш АССР) — сăвăç, литература тĕпчевçи, публицист, тăлмач.
Петĕр Хусанкай | |
Пётр Петрович Хусанкай | |
![]() | |
Çуралнă чухнехи ят: | Пётр Петрович Казанков |
---|---|
Суя ятсем: | Петĕр Хусанкай, А.Сувар[1] |
Çуралнă вăхăт: | 1907, кăрлач, 22 |
Çуралнă вырăн: |
![]() |
Вилнĕ вăхăт: | Пуш, 4, 1970 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш АССР |
Гражданлăх: |
![]() |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçĕ, литература тишкерӳçи, публицист, тăлмач |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Парнесем: | Чăваш халăх сăвăçĕ (1950) |
Чыславсем: |
![]() |
СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.), Чăваш АССР халăх сăвăçи (1950). К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш АССР патшалăх парнин лауреачĕ (1967), Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ парнен лаурeачĕ (1969).
Чăваш АССР тата РСФСР Аслă Канашĕсен депутачĕ пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех РСФСР тата СССР ÇП правленин пайташĕ пулнă.
Вера Кузьминична Кузмина мăшăрĕ, Атнер Петрович Хусанкай ашшĕ.
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕТӳрлет
1907 çулхи кăрлачăн 22 Тутарстанăн Элкел районĕнчи Сиктĕрмe (халĕ сиктĕрме-Хуcанкай) ялĕнче çуралнă.
Хусанти Чăваш педагогика техникумĕнче, Хĕвелтухăç педагогика институтĕнче, Мускаври аслă литература курсĕсенче вĕреннĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçăра çар журналисчĕ, дивизи хаçачĕсен ĕçтешĕ пулнă. Вăрçăри хăюлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тата медальсене тивĕçлĕ пулнă.
1970 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Паллă ĕçĕсемТӳрлет
Петĕр Хусанкай пурĕ 50 кĕнеке ытла пичĕтлесе кăларнă. Вĕсенчен 15 вырăсла çутта тухнă. Ют çĕрсенче те нумай кĕнеке калапланнă. Чи паллисен шутĕнче унăн «Аптраман тавраш» сăвăллă романĕ тăрать. Сăмах май каласан, романăн ячĕ афоризма та кĕнĕ. Петĕр Хусанкай А. С. Пушкинăн «Евгений Онегин» романне ăнăçлă куçарнă. Çавăн пекех вăл куçарнă А. Грибоедовăн «Горе от ума», В. Шекспирăн «Ромеопа Джульетта», А. Блокăн «Двенадцать» пултару ĕçĕсене асăнмалла. К. В. Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла куçарни чи ăнăçли шутланать.
Унăн сăввисемпе поэмисенe вырăс, украин, полхар, акăлчан, франс, нимĕç, итал, чех, араб, грузин, тутар тата ытти чĕлхесене куçарнă.
АсăнмалăхТӳрлет
- Петĕр Хусанкай палăкĕ, Шупашкар.
- Хусанкай урамĕ
- Хусанкай урамĕ
- П. П. Хуcанкай ячĕллĕ КК
ВуламаллиТӳрлет
- Геннадий Хлебников-Шанар «Чувашская литературная классика и ее наследники»
АсăрхавсемТӳрлет
- ^ Ку псевдоним Петĕр Хусанкай çуралса ÿснĕ Сиктĕрме ялĕ Сувар хулашĕнчен тата хальхи Сувар (Кузнечиха) ялĕнчен аякрах мар вырнаçнипе çыхăннă
КаçăсемТӳрлет
- Халăхăн мухтавлă ывăлĕ
- Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май Александр Степанов шкул ачин сочинени.
- Хусанкай Пётр Петрович - Литература энциклопедийĕ
- Атнерпе амӑшне Тутарстанра хапӑл пулнӑ
- Хусанкая чăн чăвашла чыслама мăшăрĕпе ывăлĕ хутшăннă