Хушамат
Сăмах пулăвĕ
тӳрлетКу сăмах чăн-чăн чăваш сăмахĕ. Вăл икĕ пайран тăрать: хушма тата ят. Вĕсем пĕрлешнипе хушамат сăмах пулса кайнă.
Хушма ятсен кулленхи сăн-сăпачĕ
тӳрлетВырăссен йĕркипе йышăннă хушаматсем вырăнне кулленхи калаçура кулленхи хушаматсемпе (е хушма ятсемпе) усă кураççĕ. Вĕсене тĕпрен илсен çакăн пек ушкăнлама пулать:
- Кĕлеткен е сăн-сăпатăн паллисене кура: Вăрăм Павăл, Кăтра Кури, Сăмса Ваççи.
- Йăхри паллă çынсен ячĕсемпе: Ишек Петти, Партас Шурри
- Ашшĕ е, сайра-хутра, амăшĕ ячĕпе: Энтри Вовви, Петюк Сашши, Анна Толли
- ĕçне кура: Платник Юркки, Çĕвĕç Валли
- Чĕрчунсен, кайăксен ячĕсемпе: Курак Саньки, Кашкăр Иванĕ
- Çири е çумĕнчи пĕр-пĕр паллă япалине кура: Калуш Валли, Çăпата Вихтăрĕ.
Хут çинчи хушаматсен историйĕ
тӳрлетХут çинчи хушаматсен историйĕ чăвашсене тĕне кертме пуçласан аталаннă. Вырăс переписчĕкĕсене вырăсла хушаматсем çывăх пулнă пирки вĕсем ытти халăх çыннисене те вырăсла вариантлă хушаматсемпе çырнă. Тĕне кĕртнĕ чухне те православи ятнех хунă. Малтанхи вăхăтра чăвашсем икĕ ятпа пурăннă, пĕри хут çинче, тепри – ял-йыш хушшинче. Хут çинчи ят тĕрлĕ налук тӳллеме, салтак кайма, Кантур ĕçĕсемпе çӳреме кирлĕ пулнă. Ялта хут ята ыттисем нумай чухне пĕлмен те. Ку йăла паянхи куна та чăваш ялĕсенче упранать. Ял варринче пĕр-пĕр çынтан хут çинчи ятпа ыйтсан сире тӳрех хуравлаймасан та пултараççĕ, анчах та ялти ятпа ыйтсан кирек кам та тӳрех калать.
Çавăн пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Испан ячĕсем тата хушамачĕсем
- Хушаматсем пулса тухни
- Швеци саккунĕсем 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ. (швед.)
- Как склонять фамилии?
- Особенности склонения фамилий и личных имен
- ЗАКОНОДАТЕЛЬ О ФАМИЛИИ
- Если бы я был Бомбой…(жизнь людей с необычными фамилиями) 2014 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.//РЭСПУБЛIКА — Новости Беларуси | Белорусские новости — № 85 (4263) — Суббота, 12 мая 2007
- 2016 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче [https://web.archive.org/web/20161031223209/http://news.tut.by/society/219225.html архивланӑ. По страницам телефонного справочника]