Украин чĕлхи


Украин чĕлхи (тăван ят: українська мова), — Инди-европа чĕлхисен тухăç славян ушкăнне кĕрекен чĕлхе. Çыруллăхĕ кириллица çинче никĕсленет.
Украин чĕлхи | |
---|---|
Патшалăхсем: | Украина, Раççей, Польша, Канада, Казахстан, Беларуç, Румыни, Словаки, Серби, АПШ, Венгри, Чехи |
Регионсем: | Тухăç Европа тата Вăта Европа |
Официаллă статус: | ![]() |
Рейтинг: | 22[1]—27[2] |
Классификаци | |
Категори: | ??? |
Индоевропа çемьи | |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | — |
ISO 639-2: | — |
ISO 639-3: | — |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
ISO 639-1 тăрăх унăн кочĕ uk, ISO 639-1 тăрăх — ukr.
ИсториПравить
Истори тĕлĕшĕнчен, вырăспа белорус чĕлхисем пекех, украин чĕлхи авалхи вырăс чĕлхинчен пулса кайнă. Хăй чĕлхи XII—XIV ĕмĕрсенче никĕсленсе çитнĕ тесе шутлаççĕ.
ДемографиПравить
Украин чĕлхи çинчен калаçакансен йышĕ 41 млн. патнелле çитет тесе шутлаççĕ. Украинăн патшалăх чĕлхи шутланать.
Çавăн пекех вăл чĕлхе çинче калаçакансем Раççейре, Польшăра (1,5 млн. çын патнелле), Канадăра, Словакинче (100 пин патнелле), Белоруссире йышлă пурăнаççĕ.
ДиалектсемПравить
Украин чĕлхинче çак диалектсене уйăраççĕ:
- Çурçĕр-анăçрисем (полеси диалекчĕсем, вĕсем çине белорус чĕлхи влиять тăвать);
- Кăнтăр-анăçрисем (галич, карпат енчи, буковинлăскерсем, словакпа польша чĕлхисем влиять тăваççĕ);
- Кăнтăр-тухăçрисем (Днепр çывăхĕнчисем)
Литература чĕлхи киев-полтава диалекчĕ çинче никĕсленет.