ISO 639
ISO 639 — чĕлхесен кĕскетĕвне кăтартакан тĕнчени ISO стандарчĕ. 639 стандарт 2 списокран тăрать:
- ISO 639-1 (2002 ç.) 2 саспаллирен тăракан кĕскетӳсем,
- ISO 639-2 (1998 ç.) 3 саспаллирен тăракан кĕскетӳсем.
ISO 639-1 стандарчĕнче тĕп чĕлхесен 2 саспаллинчен тăракан кĕскетӳсем тăраççĕ, ISO 629-2 стандартĕнче ISO 639-1 кĕнĕ пĕтĕм чĕлхесем, тата çавăн пекех чĕлхенсен пӳплевĕсем. Тĕслĕхрен, ISO 639-1 франзуз чĕлхин кĕскетĕвĕ fr. ISO 639-2 стандартра вара вăл чĕлхе валли виçĕ кĕскетӳ пур: fre/fra — хальхи француз чĕлхи, frm — вăтам ĕмĕрхĕнчи француз чĕлхи, fro — авалхи француз чĕлхи.
Хăшпĕр чĕлхесен библиографи кочĕпе лексикографи кочĕсене кашни харпăр-хăй енче усă кураççĕ пулсан ISO 639-2 стандартра вĕсем валли икĕ кĕскетӳ кăтартнă. Пĕри библиографи кочĕ, тепри — лексикографи кочĕ. Ун пек чĕлхесен шучĕ 22.
639-1 тата 639-2 стандартсем уçă, вĕсене çĕнĕ чĕлхесемпе тултарма пултараççĕ.
ISO 639 стандарт çинче йĕркеленнĕ RFC 3066 стандарт чĕлхе кочĕсене Интернетра мĕлле усă курассине кăтартать.
Таблица языков:
Çав. пекех
тӳрлет- Чĕлхе кодĕсен списокĕ (акăлчанла)
- ISO 639-2 Registration authority (акăлчанла)